Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Ильин 1997-1999 çулсенче çар службинче пулнă хыççăн каллех ятарлă тум тăхăнма шутлать. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕнче хальхинче. Малтан РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари юридици академийĕн Шупашкарти филиалне пĕтерме ĕлкĕрет, каярах — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне. Кунта ĕнтĕ ашшĕн тăван пиччĕшĕ — Петр Матвеевич Ишмуратов вĕсен килне час-часах килсе çỹрени те витĕм кỹнĕ-тĕр. Полковнике ăмсанса Саша тата тетĕшĕ Сергей те çав çулпах кайма шутлаççĕ.
Александр ултă çул Çĕнĕ Шупашкарти уголовлă шыравăн аслă оперуполномоченнăйĕнче тăрăшать. Анчах чунĕ туртнăран контракт йĕркипе каллех çар ретне тăрать. Ун пирки каярах. Халĕ тивĕçлĕ вăхăтлă служба тапхăрне таврăнар-ха.
Александр килтисене хăйĕн служба вырăнне чăннине пĕлтермен. Вăл вара хирĕç тăруллă регионта — Дагестанра пулнă. 1998 çулхи çу уйăхĕнче Басаев эшкерĕ унта тапăнса кĕнĕ. Шăп вĕсемпе çапăçма тивнĕ те ăна чаçри юлташĕсемпе пĕрле.
Александр пулни-иртнине каласа пама юратмасть, унран кашни сăмаха «туртса» илес пулать. Ыйтусем çине те кĕскен çеç хуравлать. Вăл кĕçĕн хĕрĕпе айккинче тĕрмешнĕ май ашшĕ, Владимир Ильич, акă мĕн пĕлтерчĕ: «Пĕррехинче çемьепе телевизорпа çĕнĕ хыпарсем пăхса ларатпăр. Хайхи Новочеркасск хулинчи çар госпиталĕнчи салтаксем çинчен кадр тухрĕ. Ак, пирĕн Саша та! Ăна курсан мăшăрăм куççульне те пытараймарĕ. «Ура çинчех тăрать вĕт-ха, — лăплантарать аслă ывăлăм Сергей, — йĕркеллех пулĕ-ха».
Темиçе кунтан тухса кайрăм инçе çула. Ывăлăм патĕнче тăватă кун пултăм. Пĕрле хулана та тухса кĕтĕмĕр. Малтанах чиркĕве кĕрсе Георгий Победоносец турăшĕ умне çурта лартрăмăр».
1999 çулхи çурла уйăхĕнче пулнă ку. Мотострелоксен пĕр ушкăнĕ, çав йышра Кавал ачи те, разведкăна кайнă. Кĕтмен çĕртен сăртран боевиксем минометран çунтарма пуçланă. Пуç çĕклейми перкелешỹре отделени командирĕ Александр Ильин ури, чĕркуççинчен аяларах, ыратса кайнине туйса илет. Çав вăхăтрах Марат стрелока алăран амантнă — переймест. Саша, хăйĕн çинчен шутламасăр, хырăмпа шуса пырса юлташне çыхса ярать.
Шăплăх саманчĕпе усă курса Александр ушкăнри салтаксене вырăнтан тухса кайма хушать. Хăй, чунĕ тăвăлса çитнĕскер, автомата ярса илет те боевиксене тĕллесе перет. Пĕрне, тепĕрне… Пăчланнă тăр — хирĕç «ответ» çук.
Çакăн хыççăн Александра госпитале вырттараççĕ. Тĕрĕслевсем хыççăн тухтăрсен коллегийĕ «операци тумалла мар» тесе йышăнать. Урине тимĕр татăкĕ кĕрсе ларнă салтака килне ăсатаççĕ. Кунта Шупашкарти пĕр больницăра пулнă хыççăн та хирургсем «ан кăларттарăр» тесе пĕтĕмлетỹ тунă. Анчах суран утма кансĕрлет. Амăшĕн чĕри епле чăтайтăр ун пек чух. Ĕмĕрне Сăрьелĕнчи тата Кавалти фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлесе ирттернĕ Галерия Николаевна килте укол тума тытăнать, суран вырăнне сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ шĕвекпе сĕрсе тăрать. Вырăнти климат та пулăшнă пулĕ.
— Йывăр йăтма хĕнтерех çав. Çанталăк улшăнассине уйрăмах лайăх систерет, — пĕлтерет Александр.
Çирĕм кунтан каллех хăйĕн чаçне таврăнать салтак.
А.Ильин контракт йĕркипе каллех çĕршыв хỹтĕлевçисен йышне тăнине маларах палăртнăччĕ. Ун чухне ĕнтĕ вăл Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ пулнă. 2014 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа осколоклă аслă сержант Таджикистанри пĕр чаçре службăра тăрать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене сыхласси.
— Чăвашсем сахаллăн мар эпир унта, — ку темăпа уççăнах калаçрĕ-ха вăл. — Питĕ туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне пулăшатпăр, çуралнă кунсене ушкăнпа паллă тăватпăр. Пĕр ентешĕн ашшĕ вилсен укçа-тенкĕ те пухса патăмăр.
Командирсем чăвашсене лайăх пĕлсе çитнĕренех ĕнтĕ, яваплă операцисене вĕсене ытларах явăçтарма тăрăшаççĕ: «шанчăклă, тăрăшуллă, хăюллă».
Александр, нумаях пулмасть отпуска килсен, Патăрьел округĕнчи Алманчăри масар çине чечек хума кайса килнĕ. Кунта унăн çывăх юлташĕ, Таджикистанра пĕрле службăра тăнă Алексей Михеев ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. 2022 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕсен роти, унта А.Ильин та пулнă, Украина нацисчĕсемпе çапăçнă. Унăн юлташĕ тăшман снарячĕ çинче сирпĕннĕ.
Салтаксен шăпи пĕрешкел: приказа пурнăçламалла. Александрăн кăмăл çирĕплĕхĕ çакăнта та курăнать: ăçта яраççĕ — çавăнта каймалла.
— Украинăри лару-тăрăва та хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ темелле. Çанталăка та. Хĕлле юр çусан та часах ирĕлет. Çĕр лачакана çаврăнсан танксемпе çỹреме те хĕн — путать. Йĕпе-сапа, сывлăшри нỹрĕк виçи пысăк пулнăран ỹт-пỹ пушшех шăнать. Сылтăм ура та канăçсăрлантарать ун пек чухне. Салтакăн мĕн пур тумне пĕрле илсе çỹремелле. Çуса типĕтме май килет-и, çук-и — ăна вĕсем каламаççĕ, нăйкăшмаççĕ.
Техника ăшĕнче çывăрма юрамасть. Тĕп «пурăнмалли» вырăн — хăма-пĕренерен туса хатĕрленĕ çĕр пỹрт. Тепĕр чух окоп та «тăван кил» пулса тăрать.
Украинăран Раççее эвакуаципе килме пултарнисем кил-çуртне, хуçалăхне пăрахса хăварнă. Е тарса пĕтнĕ. Хăшĕ-пĕри унтах тăрса юлнă. Вĕсем, пирĕн салтаксене хăнăхса çитнĕрен, апат-çимĕç те сĕнеççĕ. Кăмăллăн, йăл кулса калаçакансенчен те сисчĕвленетпĕр эпир, ялан сыхă пулмалла. Ют çын кукăльне çисе, минераллă шыв ĕçсе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те пулнă-ха та. Эпир вĕсенчен нимĕн те илместпĕр, çапах та вырăнти çынсене сивлеместпĕр те. Тĕрĕссипе, ватăсене тушенка е эмел хамăр паратпăр. Пирĕн вĕри апат хатĕрлеме вăхăт çук. Пĕринче хăрамасăрах кăмпа пĕçерсе çинĕччĕ-ха. Тĕпрен илсен, типĕ паекпа пурăнатпăр, — тет Александр.
Хăйĕн шухăшĕ çине çирĕп тăракан, палăртнине кирек хăçан пурнăçа кĕртме тăрăшакан ентеш çапăçусен пĕр пулăмне кăна каласа пама килĕшрĕ. Нацистсене хирĕç тухнă пĕр çапăçура вĕсен экипажĕ пĕтĕмпех аманать, анчах позицирен чакмасть. Тăшмана тĕп тума тĕллев лартнине пурпĕрех пурнăçлама май килнĕ.
Анчах Александр хальхинче те аманнине çеç мар, ашшĕ-амăшне ятарлă çар операцине хутшăннине те пачах систермен. Кайран отпуска килсен çеç: «Сире хуйхăртас мар тесе пĕлтермерĕм хам ăçта пулнине». Çав вăхăтрах хушса хунă: «Эпир мар-тăк çĕршыва камăн сыхламалла?»
Пирĕн калаçу тапхăрĕнче çак шухăша тата Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн паянхи политикине салтакăн ашшĕ те, хăй вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказра службăра тăнă Сашăн пиччĕшĕ Сергей те ырланине палăртрĕç. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче Сергей Чулхулари юридици академийĕн Шупашкарти филиалне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
«Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ Кавал салтакĕ контракт йĕркипе службăна малалла тăсать паян. Тăван тăрăха ăна чĕрĕ-сывă таврăнма ырă сунатпăр.
Николай МАЛЫШКИН.