Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чăн-чăн пурнăç патриочĕ

Чăн-чăн пурнăç патриочĕ

«Яланах ăса илсе тăрăр — пурнăçăн ĕмĕрĕ, вăхăчĕ кĕске. Хăвăра панă вăхăта сая ан ярăр, ăна усăсăр ирттермелле мар, çавăнпа та ют пурнăçпа мар, хăвăн пурнăçупа пурăнма тăрăш. Никама та ан итле, ыттисен шухăшĕ санăн шалти туйăмсене ан улăштартăр, вĕсене çапса ан хуçтăр. Яланах хăвăн чĕререн тухакан пулăмсене çỹле хурса пурăн. Тем каласан та хăвăн чĕререн нумай пĕлекен çук — кам эсир пулатăр, çавăншăн сирĕн малалла мĕнле утăм тумалла? Ытти вара ытлашши, пĕлтерĕшлех мар», — тесе ăнлантарма юрататтăм аслă классенче истори, обществознани предмечĕсене вĕрентнĕ май. Класс ертỹçи пулса ĕçленĕ вăхăтра та çак сăмахсене ачасем патне çитерме манмастăмччĕ.

Çакăн пек шухăша хамăн ĕçри юлташсене, кỹршĕ-аршăна те тепĕр чух илсе çитернĕ. Вăхăт шунă май вара чылай çыннăн ĕç-хĕлне, вĕсен тавра курăмне, урăхла каласан, пурнăçне пĕтĕмлетсе ларатăн та, каланă сăмахсем тĕрĕс те тухаççĕ.

Паян эпĕ Курнавăш ялĕнче çуралнă, çавăнтах вĕреннĕ, ĕçленĕ, паян та ĕçлекен юлташăм çинчен каласа парасшăн. Вăл — Владимир Курчин, 1963 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ.

Амăшĕ — Лидия Андреевна каланă тăрăх, Володя мĕн пĕчĕклех ытти ачасенчен маларах вулама вĕреннĕ, тĕрлĕ числосене кăларма, хушма пĕлнĕ. Вăл пуçламăш классенче вĕреннĕ тапхăртах хăйĕн шухăшĕсене, пулас утăмĕсене хăй тĕллĕн тимлеме пĕлнĕ. Хăш-пĕр чух пĕр класра вĕреннисене кирлĕ мар ĕçсем тунăшăн хĕскĕчлеме те вăтанса тăман.

Кĕçĕн классен учительници, чылай çул каялла пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, Валентина Петровна Смирнова унăн ăс-тăн шайне малтанах тавçăрса илнĕ, ăна майĕпен йывăртарах ĕçсем парса ыттисен умĕнче тĕслĕх вырăнне хурса палăртнă.

«Класра 19 ача вĕреннĕ, тепĕр класра — 23. Маншăн Надежда Васильева, Вера Круглова, тепĕр класран Слава Никитин, Герасим Корнилов тĕслĕх пулнă. Мĕнле те пулин вĕсенчен кая юлса вĕренес мар тесе тăрăшнă», — аса илет Владимир Николаевич 53 çул иртнĕ хыççăн. Ытти класри ачасене спорт вăййисене, юрра-ташша явăçтарнă, ỹкерчĕксем ỹкерме вĕрентнĕ. Кирлине, усăллине суйласа илсе пурнăçра усă курма тăрăшнă. Кашниех мĕн енĕпе те пулин пултаруллă. Владимир Сусликов, акă, мотоциклсемпе, ытти техникăпа интересленнĕ.

Çамрăкра тĕрлĕ интерес нумайланса пынине ашшĕ, Николай Макарович та, сиснĕ, май пур таран пулăшса пынă. Хăй коллективлă хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ май, ачана тракторсен çумне явăçтарнă. Каярахпа вара шкул ачи пĕрле хирти çĕрсене сухаланă, ака тунă тата ытти те.

Володя 5-6 классенче вĕреннĕ çулсенче культура çуртĕнче бал ташшисен кружокĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна ертсе пыракан Мария Смирнова ачан ташлас пултарулăхĕ пуррине тỹрех туйса илнĕ. Нумай ялти халăха савăнтарнă вара Курнавăшсем юрă-ташăпа.

1975 çулта Шупашкарта иртнĕ ташăçăсен фестивалĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. Çак çулсенче клубра çамрăк учительсем вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркеленĕ. Ăçта кăна пулман-ши ансамбль? Юрлакансем хушшинче те пулнă Володя. «Шкул вăхăчĕсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Каялла тавăрасчĕ, тавăрма çук. Ун чухне хастарлăх тапса тăнă ĕнтĕ. Аслă классенче комсомол комитетне суйларĕç. Унта вĕренỹ енĕпе нумай ĕçлерĕм. Вăхăта пĕрре те сая яман, малалла туртăнас тенĕ. Юрăхлă çын пулас тенĕ», — кăмăлне уçать Владимир Николаевич.

1980 çулта Курнавăшри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ, çав çулах физикăпа математика учителĕ пулас тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, анчах шалти туйăмсем урăх еннелле туртнă. Çавăнпа та вăл маларах Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен, унтан ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Çавăнтанпа техникăпа çыхăннă профессипе ĕçлет вăл: инженер-механик.

1997 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче ялти вăтам шкулта машиноведени учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çĕнĕ ĕç — çĕнĕ çынсем, тĕллевсем те урăхла кунта, ыйтма та çирĕп ыйтаççĕ. Аслă учительсен — Петр Смирновăн, Сергей Николаевăн, Герасим Прохоровăн пулăшăвне яланах ырăпа аса илет вăл. Изосим Ефимов вĕрентекен шкул ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнине те манаймăн. Вĕсем яланах пĕрле канашланă, тĕрĕс хурав шыраса тупма ăнтăлнă. Ачасене мĕнлерех мелпе вĕрентесси, хăш хуçалăх урлă тарăн пĕлỹ парасси, практикăна усăллă ирттересси — вĕсен кулленхи ĕçĕ. Урăхла ĕçлеме май та çук. Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ учителĕн паянхи кун тĕлне çак шкултан вĕренсе тухнă ачисем чылай хуçалăхра механизаторсем, водительсем пулса ĕçлеççĕ, вĕрентекенсене ырăпа аса илеççĕ.

Владимир Николаевич — телейлĕ кил-çурт хуçи. Мăшăрĕ çумра, ачисем ура çине тăнă, çемьеллĕ. Çуллахи кунсенче мăнукĕсем иртен пуçласа каçчен куç умĕнче чупаççĕ. Пурнăçра тата мĕн кирлĕ?

Территори пайĕнче çакăн пек çын пулнишĕн савăнатăп. Эпĕ унпа 9-10 классенче пĕр парта хушшинче ларнă-çке-ха. Ăна эпĕ чăн-чăн пурнăç патриочĕ тесе каласшăн. Тăрăшуллă, ĕçĕ курăмлă, юлташĕсемпе яланах çыхăнура. Хуçалăх ĕçĕсенче пĕлмен япали çук. Техника чăхăмласан ялта пурте Изосим Ефимов патне чупаççĕ, вăл çук пулсан Владимир Николаевич пулăшма хатĕр. Ĕçсĕр ларма хăнăхманскер ачисене, мăнукĕсене ĕçпе пиçĕхтерет. Унра каппайланасси çук. Ватăсене сума сунă май вĕсен паха енĕсене ăша хывать. Амăшне хисеплесси те çавăнтанах мар-и?

Çывăх кунсенче Владимир Курчин 60 çул тултарать. Ĕçре яланах çитĕнỹ, çемьере килĕшỹ, ăнлану, вăрăм ĕмĕр сунатăп ăна.

Петр КУЗНЕЦОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code