Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сана, çĕр ĕçченĕ, вăй патăр!

Сана, çĕр ĕçченĕ, вăй патăр!

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Пĕтĕмпе илсен, кăçал вĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23243 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальлĕхе вара тыр-пула 3271 гектар (14,1 процент) вырнă, 1612 гектарне — вырнин 49 процентне çапса тĕшĕленĕ.

…Тăпрара нỹрĕк сахал пулчĕ, çу каçипе те пĕрре лỹшкентерсе çумăр çумарĕ. Çакна кура тырă тухăçĕ пĕлтĕрхи чухлех пулайманнине ял çынни пĕлсе тăрать. Пур пĕрех, тăтăшах çут çанталăк условийĕнчен килекен ĕçпе çыхăннă, çакăн пек йывăрлăхсене нумай хутчен парăнтарма хăнăхнă çĕр ĕçченĕн кăмăл-туйăмĕ çирĕп пулнине «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса курнă хыççăн та çирĕплетсех калама пулчĕ. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев: çĕр-аннемĕр парнине — 1450 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата пĕр тăкаксăр алла илесси.

— Сезонри ĕç калăпăшĕ сахал мар пулин те пирĕн хуçалăхра çакă çирĕп йăлана кĕнĕ: кашни çулах вырма ĕçĕсене августăн 25-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕçлетпĕр, кĕр тыррисене сентябрĕн 5-мĕшĕччен тăпрана варăнтарма ĕлкĕретпĕр. Кăçал та çапла пуласса шансах тăратăп, — терĕ уй-хир хуçисем пĕр харăссăн 4 комбайнпа кĕр тыррисене çапса тĕшĕлекен ана çине çитсе чарăннă Гурий Федоров председатель. Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов, Анатолий Емильев комбайнерсем те çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене чăрмав вырăнне хумаççĕ. Çак ĕç вĕсемшĕн чун ыйтни пекех. 62 çулхи ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Анисимов хăйĕн кун-çул тăршшĕн 44 çулне комбайнерта ĕçлесе ирттерекенскер, урăхла пулма та пултараймĕ. Ыттисем те хăйсен ĕçне чун-чĕрипе парăннă.

Петр Анисимов тĕп агрономпа Петр Андреев бригадира та хирте тĕл пултăмăр, хĕрỹ вăхăтра самантлăха та пăрăнмаççĕ вĕсем унтан. Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Сергей Волков, Алексей Трофимов тĕп специалист-эксперт хуçалăхра вырма ĕçĕсене мĕнле йĕркеленипе, малтанхи ĕç кăтартăвĕсем пирки кăсăкланнă май тĕп агроном уйрăммăн çакна палăртрĕ:

— Кăçал пăрçа пит тухăçлă çитĕннинчен хамăр та тĕлĕнтĕмĕр. «Шеврон» сорт, 50 гектар çинчен пухса кĕртнĕскер, 42 центнер тухăç пачĕ. Пăрçа çакăн чухлĕ тухăç пани сайра пĕрре анчах пулать, — терĕ.

Владимир Васильев механизатор

Пăрçана пухса кĕртнĕ хыççăн «уй-хир карапĕсем» («АГРОС-550», «АГРОС-530″, ПАЛЕССЕ-12» тата «ДОН-1500) кĕр тыррисен ани çине куçнă. Чи малтан 170 гектар çинчи «Московская-56» кĕрхи тулла вырса кушăхтарма хывнă, ун хыççăнах ăна çапса та тĕшĕленĕ. Хальлĕхе унăн тухăçĕ 39 центнерпа танлашать. Ĕнерхи кун тĕлне хуçалăхра кĕр тыррисене 213 гектар çинчен вырнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара — 550 гектар.

Çапса тĕшĕленĕ тырра турттарма тăватă автомашина çирĕплетнĕ. Кашни комбайн валли уйрăм транспорт уйăрни ĕçе чăрмавсăр тата тухăçлă йĕркелеме май парать. Алексей Васильев, Николай Алексеевич Головин, Анатолий Хардов тата Юрий Сусметов водительсем пулса тимлеççĕ.

Хиртен килекен тыррăн пысăк пайне Кавалти йĕтемре йышăнаççĕ. Кунти ĕçе йĕркелесе пыма Анатолий Сусметовпа Владимир Хардова шанса панă. Вĕсен пулăшаканĕсем — Давид Сергеевпа Егор Смирнов. Сушилка хуçалăхĕ те çĕнĕ тырра йышăнма хатĕр, вăл çирĕп хуçа — Владимир Марков аллинче. Хальлĕхе вара хиртен типĕ тырă анчах килет.

Хуçалăхра кĕр тыррисене кăçал та 550 гектар акса хăвараççĕ. Унăн пĕр пайне пăрçа пулнă 13-мĕш уйра акма шутланă. Владимир Васильев механизатор хальхи вăхăтра шăпах малтан пушаннă çак лаптăкри çĕре ĕçлесе хатĕрлессипе тимлет. Ку чухне РСМ-2400 трактор çумне ВЕЛЕС йышши, пĕр харăссăн 8 метр анлăш çĕре ĕçлесе хатĕрлекен дискаторпа усă курни, паллах, ĕçе кал-кал, тухăçлă йĕркелеме май парĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code