Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Армрестлинг

Саратов облаçĕн чемпионатĕнче пирĕн ентеш – Патреккелте çуралса ÿснĕ Анна Гаврилова палăрнă.

Саратоври патшалăх юридици академийĕн 4-мĕш курс студентки хăйĕн виçинчи йышлă атлета парăнтарса область чемпионки пулса тăнă. Аса илтеретпĕр: Анна – 2017 çулхи Европа чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ.

Волейбол

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республикăри патшалăх влаçĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен хушшинчи спартакиадăн зачетне кĕрекен волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ.

Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă район администрацийĕсен командисем хушшинчи тупăшу хĕрÿ пынă, кашни вăййа 2:0 шутпа выляса Елчĕксем пĕрремĕш вырăна тухнă. Район команди вăйлисен йышне кĕрсе ноябрь уйăхĕнче Канашра иртекен çурма финала хутшăнĕ.

Сĕтелçи теннис

100 ытла спортсмен хутшăннипе Елчĕкри спорт çуртĕнче Николай Петрова асăнса теннисистсен черетлĕ турнирĕ иртнĕ.

Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕкпе Аслă Таяпа шкулĕсем тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ çĕнтернĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмре пьедестал çине çаксем хăпарнă: Д.Казеев /Елчĕк/, Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва/, С.Павлов /Кĕçĕн Таяпа/, С.Агеев, В.Орехов /Аслă Елчĕк/. Уйрăм парнесене чи çамрăк спортсмен – 11 çулхи А. Теллина /Кивĕ Эйпеç/, чи аслă вăйçă – 70-ти П.Козлов /Елчĕк/ тивĕçнĕ.

ГТО

Район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнче иртнĕ çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен «ГТОпа пĕрле» шкул ачисен фестивалĕнче 11 команда вăй виçнĕ.

Норматива пурнăçлас тĕлĕшпе пулас çĕршыв хÿтĕлевçисем тăватă дисциплинăра тупăшнă.

Чи нумай – 7 балл пуçтарса Елчĕк вăтам шкулĕн 1-мĕш команди çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Вăл район чысне республикăра хÿтĕлĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕнче те маларах унта вĕренекенсем чупассипе зачетсем панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code