Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Алексей Данилова — Президент премийĕ

Раççейри Наставникпа педагог çулталăкĕнче çĕршыври 1250 вĕрентекене укçан хавхалантарнă.

Конкурс тăрăх суйласа илнĕ йыша Чăваш Енĕн 11 представителĕ кĕме пултарнă. Унтан та ытларах палăртма кăмăллă: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçнисен хушшинче Елчĕкри вăтам шкулти физикăпа астрономи учителĕ Алексей Данилов та пур. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен регион шайĕнчи предмет олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕреççĕ.

500 пине тивĕçнĕ!

Чăваш Республикин Грантне çĕнсе илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмпе 58 вĕренỹ организацийĕ хутшăннă.

Телейлĕ 20 коллектив йышĕнче вара Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула (директорĕ Диана Турхан) та палăртнă. Инноваци программисене вĕренỹпе воспитани процесне активлă кĕртнĕшĕн тата ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ 500 пин тенкĕ — коллективри кашни ĕçченĕн тỹпи.

Мĕнле çулталăк пулĕ?

Елчĕк муниципалитет округĕн Обществăлла палати, унăн председателĕ Зинаида Яковлева ертсе пынипе, черетлĕ ларура тĕрлĕ актуаллă ыйтăва тишкернĕ.

Пĕри вăл регионта 2024 çула мĕнле ят парассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче те, халăх хушшинче те тăван тавралăх, тирпей-илем, хăтлăх ыйтăвĕсем тăтăшах çĕкленнĕрен, палата членĕсем пĕр шухăшпа çыхăннă икĕ сĕнĕве палăртнă: «Экологи воспитанин çулталăкĕ» тата «Экологи культурин çулталăкĕ». Сĕнĕве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канаша тăратнă.

«Мобильлĕ ултавлăх»

темăпа Тăрăм ялĕн библиотекинче калаçу иртнĕ.

Вулавăш ертỹçи Светлана Михайлова хальхинче тивĕçлĕ канăва тухнисене йыхравланă тĕл пулăва. Вĕсене, ятарлă материалсемпе усă курса, мошенниксен ултав меслечĕсене уçса панă, пĕлмен-палламан çынсемпе телефонпа çыхăнăва пачах кĕмелле маррине ăнлантарнă. «Асăрханăр! Сире улталама пултараççĕ» информаци буклечĕ те кирлĕ пулĕ кулленхи пурнăçра.

Лауреатсен йышĕнче

Куславккара Петр Шоркин хут купăсçăна асăнса йĕркеленĕ республикăри III уçă фестиваль-конкурс нумай пултарулăх коллективне пуçтарнă.

«Чувашские переливы» ятлă мероприятирен Елчĕксем те пăрăнса юлман. Ытларах та — Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Иван Шурбин ертсе пыракан хĕрарăмсен «Шуçăм» тата арçынсен «Тускил» ушкăнĕсем «Фольклор ансамблĕсем» тата «Инструментлă ансамбль» номинацисенче I степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.

Салтаксене асăнса

Яманчỹрел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Волков (1993-2022) Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă. Ăна «Попаснойне илнĕшĕн» медальпе, «Хăюлăхшăн» хĕреспе, Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.

Салтака асăнса Лаш Таяпара 6 команда хутшăннипе мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешỹре куçса çỹрекен кубока «Тăхăрьял» команда çĕнсе илнĕ. «М.Савалеевка» тата «Лаш Таяпа-I» — призерсем. Аслă Пăла Тимешре вара Павел Портнов ячĕпе йĕркеленĕ турнир. Йывăр атлетикăпа спорт мастерĕ футбол вăййинче те палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code