Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç çулран-çул хăтлăланать

Пурнăç çулран-çул хăтлăланать

Граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе наци проекчĕсем валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама 2019-2024 çулсенче 83,7 миллиард тенкĕ ĕçе кĕртмелле. «Пуçару бюджечĕ» программа республикăра 2017 çулта вăя кĕнĕ. 2020 çулта ăна çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе яллă вырăна комплекслă аталантаракан патшалăх программине кĕртнĕ. Халăх пуçарăвĕпе юлашки 6 çулта Чăваш Енри ялсенче 3 миллиард тенкĕлĕх 3657 проект хута янă. Кăçал вара Чăваш Енре ку енĕпе 1 пин ытла проекта ĕçе кĕртмелле.

Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тата хăтлăлатас ĕçре наци проекчĕсене, регион шайĕнчи проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртсе пыни пысăк пулăшу парать. Çак тата ытти темăна хускатса эпир Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕпе Лариса Ильинапа курса калаçрăмăр. Вăл территори пайне кăçалтан ертсе пырать. Маларах чылай çул ертỹçĕ тилхепине Валерий Петров ăнăçлă тытса пычĕ.

— Чи малтанах, Лариса Николаевна, хăвăрăн территори пайĕ пирки кĕскен каласа парсамăр.

— Пирĕн территори пайĕ 6 яла пĕрлештерет: Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел, Петровка, Çĕнĕ Тỹскел. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 5 416 гектарпа танлашать. Кунта пурĕ 715 хуçалăх, вăл шутра 477 хуçалăхра яланлăх пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче 1 374 çын шутра тăрать, çав йышран пăрмаях пурăнакансем — 984, ачасем — 140. 476-шĕ тивĕçлĕ канура. Территори пайĕнче 10 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 3 ял хуçалăх предприятийĕ, выльăх пусса тирпейлекен 2 цех ĕçлет.

— Патшалăх тĕрев панăран муниципалитет округĕнчи кашни территори пайĕнчех ырă та пархатарлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Мĕн пур программăран «Пуçару бюджечĕ» проекта халăх уйрăмах хапăлласа йышăнни палăрать.

— Паллах. Шăп çак проект пулăшнипе халăх хăйĕн пуçарăвне, сĕнĕвĕсене çулсерен пурнăçа кĕртсе пыма пултарнипе çыхăннă ку. Унпа килĕшỹллĕн укçа-тенкĕн пысăк пайне патшалăх уйăрни — курăмлă пулăшу. Ял нуши-тертне ял çыннинчен ытларах кам ăнланĕ? Пирĕн тăрăхра пурăнакансем те савăнсах йышăнчĕç ку программăна. Çавна май вăл пулăшнипе тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ. Чи малтанах Таяпа Энтри ялĕнче часавай туса лартма вăй çитернĕ, Кĕçĕн Таяпа ялĕн масарĕ тавра карта тытса çавăрнă. Çак икĕ ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене халалласа лартнă палăк тавра карта тытса çавăрса тротуар сарнă. Юлашки 3 çулта вара кашни ялти урамсенчи çул-йĕре вак чул сарса пырасси çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Ку енĕпе ĕçлемеллисем татах та пур-ха. Халăх пуçарупа тухнипех масарсем çинчи картасене, унта каякан çулсене те юсанă. Каркалар ялĕнче масар территорине пĕчĕк пỹрт лартнă.

Çакна та палăртса хăварас килет. «Пуçару бюджечĕ» проектпа анчах мар, ытти программăсем пулăшнипе те чылай ĕç пурнăçланать. Таяпа Энтрипе Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене хута яни, Каркаларти ФАПа тĕпрен юсани, спорт тата ача-пăча площадкисене туни, 5 шыв башнине тĕпрен улăштарни ял халăхĕн пурнăçне самай çăмăллатрĕ.

«Пуçару бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул Таяпа Энтри ялĕнчи Молодежная урамра вак чул сарнă, пĕве хĕрринче пушар вăхăтĕнче шыв илмелли вырăн хута янă, Кĕçĕн Таяпа ялĕ çывăхĕнчи çырмана пĕвеленĕ, Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи масара пысăклатса карта тытнă. Кăçал кĕпере юсанă, Кĕçĕн Таяпари Новая, Кĕçĕн Патреккелĕнчи Советская урамсене вак чул сарса хытарнă. Тепĕр пысăк ĕç — Каркалар ялĕнче ял халăхĕн тĕрлĕ ыйтăвне сỹтсе явма тата пĕрле пухăнса канашлама, савăнма пỹлĕм уçни.

— Ертỹçĕне ĕçре кам пулăшу аллине тăсать?

— Чи малтанах пĕрле ĕçлекенсене палăртса хăварас килет. Анна Симакова специалист тата çар учечĕ енĕпе тăрăшакан Владимир Матвеев шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе пĕрлех халăхпа та килĕшỹре ĕçлеççĕ. Чылай çул ял тăрăхĕн ертỹçинче тăрăшнă Валерий Петров нумай вăй хучĕ. Ял старостисем — шанчăклă пулăшуçăсем. Вĕсем: Петр Васильев, Александр Павлов, Василий Орлов. Округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Сергей Борисов мĕн пур ĕçре хастарлăхпа палăрать. Ял халăхĕ ăнланни, пулăшса пыни ĕçлеме хавхалантарать. Галина Морозова, Владимир Чернов, Анатолий Зайламов тата ытти хастарсене уйрăммăн палăртас килет, яланах халăх хушшинче вĕсем, унăн ыйтăвне ертỹçĕсем патне çитерме тăрăшаççĕ. Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлекен округри мĕн пур шайри ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Пĕрлĕхре — вăй тетпĕр. Кăçал «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автоçула тĕпрен юсани те пĕрлехи ĕç-хĕлĕн çимĕçĕ, çак юсав территори пайĕнче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн çĕрĕ çинче тыр-пул çитĕнтерекен «Авангард» хуçалăх та пысăк тĕрев пирĕншĕн. Майлă самантпа усă курса библиотекарьсене, культура ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет.

— Мĕн пăшăрхантарать паян территори пайĕн начальникне?

— Демографи лару-тăрăвĕ. 2021 çулта 5 ача çуралнă пулсан 2022-2023 çулта пирĕн тăрăхра пĕр ача та çуралман, 33 çын вилнĕ, икĕ мăшăр çемье çавăрнă, икĕ çемье уйрăлнă.

«Халăха ĕçме юрăхлă таса шывпа тивĕçтересси» программа мĕнле пурнăçланса пырать?

Таса шыв — çирĕп сывлăх. Ял тăрăхĕнче 7 шыв башни ĕçлет, вĕсенчен 496 хуçалăх шыв илет, ыттисем килти тарасасемпе усă кураççĕ.

Маларах 5 шыв башнине тĕпрен юсани пирки каларăмăр. Сăмах май, çав шутран иккĕшне (Кĕçĕн Таяпа тата Таяпа Энтри) пĕлтĕр «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетесси тата аталантарасси» программăна хутшăнса тĕпрен юсарăмăр.

— Тирпей-илем ыйтăвĕ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри…

— Таса пурăнни кăмăла çĕклет, пурăнма хавхалантарать. Çакна территори пайĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе час-часах субботниксем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех «Астăвăм сачĕ», «Йывăç-тĕм ларт», «Симĕс çуркунне», «Раççей шывĕ» акцисене хастар хутшăнасси çирĕп йăлара. Юлашки вăхăтра территорисене тасатас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă: урамсене, юхан шывсемпе пĕвесен хĕррисене тирпей-илем кĕртнĕ. Таяпа Энтри ялĕнче Йăлăмкас урамĕ çывăхĕнчи çырансене тасатнă. Территори пайĕнчи 2 культура çурчĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, 1 перекет банкĕн филиалĕ, 1 почта уйрăмĕ, 5 лавкка, 4 палăк таврашĕнче яланах тасалăх хуçаланни савăнтарать. Кăçал Кĕçĕн Патреккел ялĕ çумĕнчи пултăрана тасатассипе сахал мар ĕçлерĕмĕр.

— Малашлăх тĕллевсем çинче те чарăнса тăрсамăр.

Пурнăçламалли тĕллевсен шутĕнче территори пайĕнчи ялсенчи электричество юписене тĕпрен юсасси. Çывăх çулсенче халăх Кĕçĕн Таяпа ялĕнче часавай лартас ĕмĕтлĕ, Каркаларта спорт площадки хута ярасшăн тата ытти те.

Паллах, тумалли ĕçсем татах та пур. Ялсенчи халăхпа, округ ертỹлĕхĕпе малашне те килĕшỹре ĕçлесен палăртнă мĕн пур тĕллеве пурнăçа кĕртсе пырасса шанса тăратпăр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code