Августăн 15-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Александр Филиппович Беляев (1908-1943) çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.
А.Беляев Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Ульяновскри чăваш педагогика техникумне, офицерсен курсне, Мускаври Фрунзе ячĕллĕ çар академине пĕтернĕ. Хĕрлĕ Çар ретĕнче 1929 çултанпа. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 57-мĕш армин 41-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн штаб начальникĕ, командир тивĕçĕсене пурнăçлакан пулса çапăçнă. Вăрçăра пĕтĕмпе те çулталăк та ултă уйăх кăна пулнă вăл. Анчах наградисем хăйсемех калаççĕ унăн паттăрлăхĕ çинчен: Ленин (икĕ хутчен), Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, «Сталинграда хỹтĕленĕшĕн» медаль. Днепр юхан шывĕ урлă çапăçса каçнă чухне гварди полковник вилмеллех аманать. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче вăл пуçне хуни те 80 çул çитет. Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ (вилнĕ хыççăн) ентешĕмĕре Украинăри Кировоград облаçĕнчи Верблюжка ялĕнче пытарнă.
Унăн ятне Елчĕк округĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ, округ центрĕнчи тĕп лапамра бюстне, Елчĕкри вăтам шкул çурчĕ тата хăйĕн ячĕллĕ урамри «Ксения» лавкка çурчĕ çине асăну хăмисем вырнаçтарнă. Çулсерен паллă ентешĕмĕр ячĕпе кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ иртет. Ăна йĕркелессинче Геройăн мăнукĕ — Санкт-Петербургра пурăнакан Владимир Беляев пысăк тỹпе хывать. Вăлах аслашшĕ çинчен çырнă «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев: 1908-1943» 600 ытла страницăллă кĕнеке авторĕ.
Çак кунсенче, акă, Елчĕк шкулĕнче мини-футбол, «Хаваслă стартсем» вăййисем нумай ачана пуçтарнă.
Икĕ енлĕ çирĕп çыхăну пулнăран Паттăрăн ячĕ манăçмасть. Ентешĕмĕрĕн 115 çулхи юбилейне халалласа округа А.Ф.Беляевăн мăнукĕн ачи — Мускавра медицинăра тимлекен Надежда Александровна Беляева килсе кайнă. Малтанах вăл шкул коллективĕпе «çавра сĕтеле» хутшăннă, музейпе паллашнă, бюст умне чечексем хунă.
Тĕп вулавăшра тăсăлнă тĕл пулура та Герой çинчен ăшпиллĕ калаçу йĕркеленнĕ. Унта аслашшĕн пурнăçĕпе çыхăннă архив докуменчĕсене панă. Тăванĕ пĕлтернĕ тăрăх, Александр Филиппович ырă кăмăллă, туслăха упрама пĕлекен, тарават çын пулнă иккен. Çавна май пĕр пулăм аса килчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче республикăри наци библиотекинче 1928 çулхи «Сунтал» журналăн пĕр номерĕнче Митта Ваçлейĕн «Юлташлăхра телей иккен-мĕн» сăвви куç тĕлне пулнăччĕ. Çавăнтах «А.Беляева» тесе палăртнă.
Сăвва пирĕн ентеше халалламан-ши тесе Елчĕкри Беляевсемпе çыхăнтăм — пĕлекен çук. Вара Кемерово облаçĕнчи Новокузнецк хулинче пурăнакан шăллĕпе — Иван Филипповичпа çыхăнма май пулчĕ. Вăл — РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, вăрçă ветеранĕ. Пилĕк сыпăкран тăракан сăвва ярса панă хыççăн хурав та нумай кĕттермерĕ:
«…Тетепе Митта Ваçлейĕ Ульяновскра пĕрле вĕреннĕ. Патăрьел çамрăкĕ пирĕн патăмăрта, ялта, виçĕ-тăватă хутчен те пулнă. Çĕршыва усă кỹрес тесен учитель ĕçĕпе кăна лăпланса ларни çителĕксĕр тесе шутлатчĕ. Вĕсене иккĕшне те литературăна чунтан парăнни çывăхлатнă. Александр ытларах прозăна юратнă, Митта — поэзие. Тăванăма уйрăмах Лев Толстой произведенийĕсем килĕшетчĕç. «Война и мир», «Севастопольские рассказы» кĕнекесене темиçе хутчен те тишкерсе тухнă вăл. Тен, кадрлă офицер пулма паллă писатель хайлавĕсем те çул уçнă ăна?
Вĕсем Есенин поэзине те кăмăллатчĕç, унăн паллăрах сăввисене пăхмасăр калатчĕç. Александр хăйĕн пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе библиотека пухнă.
Вĕсен характерĕнчи пĕр пеклĕх — ыр кăмăллăх, çынна юратни. Тете вĕренỹре те, çар службинче те, çемьере те хăйне йĕркеллĕ тытнă. Мана вăл пурлăх тĕлĕшĕнчен тăтăшах пулăшса тăнă. Аннене хытă юратнă. Туслăха çирĕп шаннă…»
Хушса хурар: педтехникумра вĕреннĕ вăхăтра А.Беляев тăван ялне яланах комсомол заданийĕпе килнĕ: Елчĕк вулăсĕнчи комсомол комитетне ячейкăсенче ĕçе лайăхлатма пулăшнă.
…Вулавăшри мероприятире Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева хăнана районăн кĕске энциклопедине парнеленĕ. Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пуçлăхĕн ертỹçи Николай Павлов паттăрсен ячĕсене хальхи тапхăрта çĕклени уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă. Çамрăк армеецсем патриотла сăвăсем каланă.
Тĕл пулăва хутшăннисем А.Ф.Беляевпа çыхăннă «Военные мемуары» документлă фильмпа тата унăн ывăлĕ — Анатолий Александрович парнеленĕ çемье библиотекипе паллашнă. Вăл фондра пĕтĕмпе 2000 яхăн кĕнеке! Тен, хăй вăхăтĕнче Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнче шăмпăлтатнă, урамра çарран тусан тустарса чупнă Сашăн юратнă хайлавĕсем те пур.
Николай МАЛЫШКИН.