Педагогика ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри анлă конференцийĕ иртнине пĕтĕмлетмелли, малашнехи çул-йĕре палăртса тишкермелли, умри çивĕч ыйтусене çĕклемелли, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçламалли ырă пулăм пулса тăрать. Педагогсем малтанах Елчĕкри вăтам шкул никĕсĕ çинче предметсен секци занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă.
Тĕп мероприяти Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче иртрĕ. Кунта коллективсем ятарлă çулталăка халалласа учительсен династийĕсен, ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă баннерсене йĕркеленĕ. Ал ĕç куравĕсем пуян.
Округри форума хутшăннисем малтанах Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсене юрларĕç. Яланхиллех Раççей Çут ĕç министрĕн Сергей Кравцовăн видеочĕнĕвне итлерĕç. Унтан Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев «Муниципалитет вĕренỹ аталанăвĕн механизмĕ — пĕрлехи вĕренỹ уçлăхĕнче» темăпа доклад турĕ.
Пĕрлехи вĕренỹ уçлăхĕ вăл — пĕрлехи пĕлỹ программи, пĕрлехи федераци стандарчĕ, пĕрлехи учебниксем, учительсене хатĕрлессинчи пĕрлехи ăслай. Анчах «пĕрлехи ăслай» тени пĕрешкел уроксем тенине пĕлтермест. Кашни педагог хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăмалла. Вăл вĕренỹпе воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче çаплипех тĕп фигура пулса юлать. Урок мĕнле иртет, мĕнле меслетлĕхпе усă курмалла, ачасемпе епле хутшăнмалла… — пĕрлехи вĕренỹ уçлăхĕнче пĕтĕмпех уçăмлатмалла.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пĕлỹ тĕнчине кĕме округра 8 шкул, 3 ача сачĕ, хушма пĕлỹ паракан 4 учреждени хăйсен алăкĕсене уçнă. Шкулсем çумĕнче пĕчĕккисен 12 ушкăнĕ ĕçлет. 313 ачапа 33 воспитатель тимлет. Ачасене шкулчченхи учрежденисене вырнаçтарасси 100 процентпа танлашать. Шăпăрлансене вăй-хал, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма округра майсем çителĕклĕ паян. Вĕсене ятарлă пĕлỹ илнĕ, квалификацие курсра, семинарсенче пулса ỹстерекен воспитательсем ертсе пыраççĕ. «Çулталăкри воспитатель» тата пĕлтерĕшлĕ ытти конкурса хастар хутшăнни те — ĕçре пулăшу.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче партăсем хушшине пĕтĕмпе 1410 ача вырнаçĕ, çав шутран пĕрремĕшсем — 108-ăн. Педагогăн тата шкул коллективĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри ачасен паха пĕлĕвĕ шутланать. Ăна вара патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ тăрăх хаклаççĕ.
2023 çулта вăтам шкул пĕтерни çинчен çирĕплетекен аттестата 79 вĕренекен тивĕçнĕ, 2-шĕ вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзаменсене сентябрь уйăхĕнче тытĕç, 3-шĕ вĕренĕве пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан аттестатпа малалла тăсĕç. Шкул пĕтернĕ 5 ача «Вĕренỹри паллă ỹсĕмсемшĕн» медале тивĕçнĕ.
Экзамен тытма суйласа илнĕ хăш-пĕр предметсен сулăмĕ те кăçал куç кĕрет: обществознани «чапĕ» 55-рен 32 процента анса ларнă, истори 13-рен 10 процента юлнă. Çав вăхăтрах физикăпа экзамен тытнисен йышĕ 11-тен 15-е çитнĕ. Химипе, биологипе хăйсене тĕрĕслес текенсен шучĕ те ытларах пĕлтĕрхинчен.
9 класс пĕтернисем ытти çулхи пекех тăватă экзамен тытнă: вырăс чĕлхипе, математикăпа обязательнăй йĕркепе тата икĕ предмета хăйсем суйласа илсе. 172 ачаран 169-шĕ патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацине тухнă, 3-шне свидетельство панă. Аттестат илнĕ 156 вĕренекенрен 11-шĕ чи лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Сентябрь тапхăрĕнчи экзаменра 13 ачан 16 предметпа çĕнĕрен тĕрĕсленмелле пулĕ. Патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕн кăтартăвĕсем шкул пуçлăхĕсене, педагогика пĕрлешĕвĕсен, предмет ертỹçисене вĕренỹ пахалăхне ỹстерессинче тивĕçлĕ йышăнусем тума хистемеллех.
Педагогсен ĕçĕн кăтартăвне предмет олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕпе те хаклаççĕ. Кăçал Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче 27 вĕренекен 8 предметпа хутшăннă пулсан, вĕсенчен пĕри çĕнтерỹçĕ тата 5-шĕ призер. Денис Жуков физкультурăпа олимпиадăн юлашки тапхăрне хутшăнма тивĕçнĕ. Регион шайĕнче наци чĕлхисен тата тăван ен культури енĕпе 1 вĕренекен, ăс-хакăл вăййисенче кĕçĕн классенчи 4 ача призерсен йышне кĕнине те палăртни вырăнлă.
Владимир Николаев пултаруллă вĕренекенсене хатĕрленĕ наставниксене уйрăммăн палăртса тав турĕ. Вĕсем: Олег Осипов, Николай Чернов, Зинаида Михеева (Çирĕклĕ Шăхаль), Анатолий Константинов, Феонилла Порфирьева (Курнавăш), Сергей Долгов, Алексей Данилов, Татьяна Маркова (Елчĕк), Галина Веникова (Кушкă).
Федерацин çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕрсех пынăран вĕрентỹ ĕçне пахалăхлă тума хистесех тăрать. Çавна май пурнăç педагогсене куллен улшăнса пыракан условисенче йывăрлăхсене пăхăнман, вăхăта кура тивĕçлĕ çул-йĕр палăртса умри задачăсене çийĕнчех татса пама пултаракан чăн-чăн профессионал пулма ыйтать. Вĕсенчен тỹрремĕнех килет-çке вĕренỹ учрежденийĕн ăсталăх шайĕ.
Тăрăшулăх вара хăйĕн çимĕçне парать. Кăçал округри 22 вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме пултарнă. Елчĕк шкулĕнчи физикăпа астрономи предмечĕсене ертсе пыракан Алексей Данилов конкурса хутшăнса çĕршыври 1250 чи лайăх вĕрентекен йышне кĕнĕ, 200 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул регионти чи лайăх вĕренỹ организацийĕсен шутĕнче: унăн — 500 пин тенкĕлĕх грант.
Николай МАЛЫШКИН.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…