Валерий Николаевич Доброхотов 1965 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1992 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ. Интернатурăра пĕлĕвне тарăнлатнă хыççăн 1993 çулта «Республикăн судпа медицина экспертизин бюровĕ» организацин Канашри районсем хушшинчи судпа медицина экспертизин уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă та, паянхи кунчченех унта тăрăшать. 2005-2015 çулсенче вăл асăннă уйрăмăн заведующийĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра — судпа медицина эксперчĕ.
2011 çулта пĕлĕвне тарăнлатса «Судпа медицина экспертизи» специальноçпа аслă квалификаци категорине илнĕ. Ĕçĕнче хушма мелсемпе — судпа хими, судпа биологи, гистологи, вирус, медицинăпа криминалистика, бактериологи — тĕпчев мелĕсемпе усă курать. Асăннă мелсем экспертизăсене вăхăтлă пурнăçлама май параççĕ, çавна май следствипе право органĕсене преступленисене вăхăтлă та пахалăхлă уçса пама пулăшаççĕ. Квалификациллĕ тухтăр, судпа медицина эксперчĕ пулнă май прокуратура тата следстви органĕсене консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерет, ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ темăпа анлă ларусене хутшăнать. Кулленхи ĕçрен пушанма çăмăл маррине пăхмасăр республикăри округсенче пулса иртнĕ преступлени вырăнĕсене çитсе следовательсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерме те ĕлкĕрет.
Тивĕçлĕ ĕçне кура тухтăра 2007 çулта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин, 2016 çулта Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
2018 çулта Валерий Доброхотова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Ентешĕмĕр ятне 2023 çулта кăларнă «Призвание — медицина» кĕнекене кĕртнĕ.
Патреккел ялĕ сахал мар пултаруллă çынна çитĕнтернĕ. Валера Николай Михайловичпа Лилия Борисовна Доброхотовсен йышлă çемйинче кун çути курнă. Çемьери 5-мĕш ача пулнă вăл. Асли, Галина, инкеке пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Нина, Аркадий, Анатолий, Валерий, Алевтина пĕрин хыççăн тепри тĕнчене килсе туслă çитĕннĕ. Сăмах май, Доброхотовсем аслисем ачисене кашнинех тивĕçлĕ воспитани (воспитани ĕçĕнче уйрăмах ĕç витĕмлĕ пулăшу панине палăртать вĕсен амăшĕ Лиля аппа) парса çĕршыва юрăхлă çынсем туса ỹстернĕ. Ачасенчен иккĕшĕ — Нинăпа Валерий — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕсем. Нина Тăвай районĕн тĕп больницинче тĕп тухтăрта тăрăшнă. Аркадий тата Анатолий ывăлĕсем Шупашкарти Агрегат заводĕнче ĕçленĕ, пархатарлă ĕçĕсемшĕн вĕсен ячĕсене Хисеп хăми çине час-часах кĕртнĕ. Алевтина малтан инженер-технологра, каярах кĕçĕн классен учителĕнче вăй хунă.
Валера пĕчĕклех пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлмен, яланах çĕннине пĕлесшĕн пулнипе палăрса тăнă.Тус-юлташĕсен хушшинче хисеплĕ пулнă. 6 çул тултарсан шкула кайнă. Пĕлỹ тĕнчине кĕме ăна Мария Афанасьевна Краснова вĕрентнĕ. Сăпайлă та пысăк тавра курăмлă хĕрарăм ачасене пĕлỹ панипе пĕрлех ырăлăх йĕркисене те вĕрентсе пынă. Кайран вĕренекенсене Мария Варсанофьевна Каринкина хăй хỹттине илнĕ. Пĕлỹшĕн ăнтăлакан ача лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă май çулсерен Мухтав хучĕсене тивĕçнĕ.
Ачалăхĕ пирки каласа пама ыйтсан Валерий Николаевич йăл кулать, пĕр хушă шухăша кайса тăнă хыççăн çапларах хуравлать:
- Ачалăхăм ытти чылай ял ачиннинчен нимпехпе те уйрăлса тăман. Шкул хыççăн киле таврăнсан атте-анне шаннă тивĕçсене (вутă-кăмрăк илсе кĕресси, шыв йăтасси, выльăхсене пăхасси, картиш тасатасси) пурнăçланă хыççăн ачасемпе выляма тухса чупнă, ял варринче вырнаçнă площадкăна хоккейла, футболла выляма çỹренĕ, Кĕçĕн Пăла çыранĕ çинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăннă. Çуллахи вăхăтра вара колхоз ĕçне хутшăнса тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Паянхи пек ас тăватăп. Пĕрремĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Атте мана ирех тăратрĕ те çапла каларĕ: «Акă сана кĕвенте, икĕ витре. Улăхра купăста йăранĕсен пайĕ. Вĕсене шăварасси малашне санăн тивĕçỹ пулать.»
Çулсерен çемье сухан-севок, чĕкĕнтĕр пайĕсем илнĕрен çăвĕпех çум çумлама та тивнĕ. Амăшĕ почтальонра тăрăшнă май ачисем ăна куллен хаçат-журнал та валеçсе пулăшнă. - Тукас аннен пулнă пулсан, Анаткасри хуçалăхсене хаçат-журнал валеçесси пирĕн, ачасен, тивĕçĕ шутланнă. Унта пурăнакансен йытти-кушакки те палланă пуль пире.
Кунта çакна та палăртса хăварар. Вăл вăхăтра халăх хаçат-журнал нумай çырăннă, çырусемпе открыткăсем питĕ йышлăччĕ.
Шкулта вĕреннĕ тапхăрта Валера хăйĕнче творчество туртăмĕ пуррине те туйса илнĕ. Чăваш литературин урокĕсенче заметăксем шăрçалама пуçланă вăл. Пĕр кулăшла заметкине хаçат редакцине ярса панине те хыпарлать. Вăл пичетленсе тухсан ача чунĕ пысăк савăнăçпа тулнă.
Ỹсе киле вăл музыка енне туртăнма пуçланине туйнă. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорне çỹреме пуçлани çамрăка кĕвĕ-çемĕ тĕнчине кĕме пулăшнă. Кĕçех Валера Елчĕкри ачасемпе çамрăксен искусство шкулне музыка ăсталăхне вĕренме çỹреме пуçланă. 1972 çулта Геннадий Арсентьевич вокалпа инструментсен «Радуга» ансамбльне йĕркелесе ярсан Валера унта бас-гитарист пулнă. - Борис Миллинпа (чылай çул Елчĕк район администрацийĕн культура пайĕн ертỹçинче тăрăшрĕ, халĕ уйрăм пайтаçă), Борис Клементьевпа (ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хорăн активлă членĕ пулнă), культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçленĕ Николай Петровпа (шел пулин те, чире пула пурнăçран уйрăлчĕ вăл), Алексей Доброхотовпа («Прогресс» хуçалăхра тăрăшрĕ), Валентина Петровăпа (Елчĕк округĕн тĕп больницинче хирурги уйрăмĕнче медицина сестринче тăрăшать) пĕрле çỹрерĕмĕр ансамбле. 1980 çулта, 9-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне, хор членĕсемпе пĕрле Мускавра пулма та тиврĕ. «Россия» хăна çуртне чарăнтăмăр. Мана, ял ачине, Мускаври «Россия» тĕп киноконцерт залĕн сцени çинче юрлани, хăна çуртĕнчи бассейнра чăмпăлтани асра юлнă.
«Тухтăр пулас шухăш хăçан çирĕпленнĕ санра?» ыйту çине вăл çапла хуравлать: «9-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Черетлĕ хут Шупашкар хулине кайсан Нина аппа патĕнче чарăнтăм. Вăл ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренетчĕ. Кĕнекисене уçкаласа паллашнă хыççăн манăн тухтăр пулас шухăш çуралчĕ, шкултан вĕренсе тухиччен те урăх улшăнмарĕ.
Патреккел шкулĕнче 8 çул вĕреннĕ хыççăн В.Доброхотов пĕлĕвне Аслă Елчĕкре малалла тăсать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрес умĕн вăл пĕр хушă агрегат заводĕнче токарь пулса тăрăшать. Унтан экзаменсене ăнăçлă тытса сутдент пулса тăрать. Аслă шкула вĕренме кĕрес умĕн ДОСААФ шкулĕнче пĕлỹ илсе связист профессине илме те ĕлкĕрет. Аслă шкулта пĕр уйăх вĕренсен студентăн салтака кайма ят тухать. Служба тивĕçне Оренбург облаçĕнчи сывлăшран тапăннинчен хỹтĕлекен çарсенче связист пулса пурнăçлать. Хĕсметре 2 çул службăра тăнă хыççăн тăван тăрăха таврăнать Валерий. Ноябрь уйăхĕнче анчах килнĕскер университета тепĕр çул анчах вĕренме каять — пĕр хушă «Чăвашпотребсоюз» пĕрлешĕвĕн строительство управленийĕн Елчĕкри участокĕнче строительте тăрăшать.
Чылай çул рентгенолог тухăрта тăрăшакан мăшăрĕпе Елизавета Николаевнăпа (вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчен) ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Иван Мускаври С.Орджоникидзе ячĕллĕ университетра вĕренсе пĕлỹ илнĕ, паянхи кун Шупашкарта пĕр предприятинче тăрăшать. Доброхотовсем Артемий мăнукĕпе савăнаççĕ. - Пурнăçра чи хакли — юратнă ĕç, савнă çемье. Ирхине ĕçе, каç çитсен киле каяс килтĕр. Ĕçĕмре эп кунран кун çĕннине пĕлме, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшатăп. Çулсем шултраланса пынă май пурнăç çине тарăнрах пăхма пуçланине туятăп, — тет Валерий Доброхотов.
Пушă вăхăтра философиллĕ шухăшлă хайлавсем çырнине (хăйĕн валли анчах), кĕнеке вулама юратнине кăмăллать тухтăр.
Хăй патне тĕрлĕ ыйтупа пыракана ĕçпе те, канаш-сĕнỹпе те яланах пулăшать ырă чунлă тухтăр. Çăмăл мар ĕçре ăна сывлăх, ăнăçусем сунар.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Доброхотовсен йăхĕнчен сахал мар тухтăр тухнă. Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, кайран Мускаври Н.Н.Бурденко ячĕллĕ нейрохирурги институтĕнче тăрăшнă медицина наукисен кандидачĕн, профессорăн Тамара Амплиевна Доброхотован ячĕ тĕнчипе паллă. Медицина тытăмĕнче пысăк опыт пухнăскер тĕрлĕ çĕршыври ученăйсен симпозиумĕнче лекцисем вуланă. Валерий Николаевичăн аппăшĕ Нина Бурдасова (Доброхотова) пирки маларах çыртăмăр. Унăн хĕрĕ Лилия та тухтăр профессине суйласа илнĕ. Валерийăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем Михаил Зинонович, Александра Зиноновна, Валентина Зиноновна Доброхотовсем медицинăра пысăк çитĕнỹсем тунă тухтăрсем. Вĕсем Шупашкарта, Мускавра ĕçлесе пурнаççĕ. Ку списока малалла та тăсма пулать.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре Валерий Доброхотов.