Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асран тухман вĕрентекен

Асран тухман вĕрентекен

Çывăх кунсенче пирĕн юратнă вĕрентекен Александр Ефимович Пушков çуралнăранпа 120 çул çитет. Хăй вăхăтĕнче анлă тавра курăмлă пурнăç пурăнса ирттернĕ вăл. Хамăр районти нумай шкул ачине пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çавăнпах унăн кун-çулĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарас килчĕ.

УЧИТЕЛЬПЕ ПАЛЛАШНИ

…Умра 1955 çулхи ăшă, хĕвеллĕ, сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ. Эпир, Акчелсем, пуçламăш шкула, пĕрремĕш класа вĕренме пынă ачасем, шкул умĕнче пĕр йĕркепе тăрса тухнă. 2, 3, 4 классенче вĕренекенсем умĕнче, умлăн-хыçлăн тăрса, утса пыратпăр. Стройра тăракан ачасем пире алă çупса кĕтсе илеççĕ. Пире çак строй умĕнче тĕттĕмрех тĕслĕ гимнастерка тăхăннă, ăна çар офицерĕсен пиçиххийĕпе çыхнă, хура галифе-шăлаварпа, йăлтăртатса тăракан атăллă арçын-учитель ертсе пырать.Çапла эпир утса пырса стройăн тепĕр вĕçне çитсе чарăнтăмăр.

Пире, пĕрремĕш хут шкула килнĕ ачасене, саламласа нумай çын тухса калаçрĕ. Пирĕнпе пĕрле килнĕ аннесем те кĕске сăмахсемпе саламларĕç. Эпир вара çумра тăракан шкул ачисем çине хумханса пăхса илетпĕр. Мĕнле пулĕç-ши вĕсем пирĕнпе?

Саламлă сăмахсем вĕçленнĕ хыççăн пире арçын-учитель шкула илсе кĕрсе кайрĕ. Эпир шкулăн кăнтăр енчи класне кĕтĕмĕр. Партăсене нумай пулмасть кăна сăрланăран класра сăрă шăрши кĕрет. Учитель пире хăй кашнине партăсем çине лартса вырнаçтарса пырать. «Володьăпа Миша, эсир хамăр кассем-ха», — тесе пире парта хушшине пĕрле лартрĕ. Михаил Идутовпа пĕр улшăнмасăр сакăр çул, Акчелте те, Патреккел шкулĕнче те, пĕрле ларса вĕрентĕмĕр.

Эпир вырнаçса ларсан учитель хăйĕн сĕтелĕ хушшине вырнаçрĕ те пирĕнпе паллашма пуçларĕ. Вăл Александр Ефимович Пушков пулнине пĕлтерчĕ. Ку пỹлĕмре икĕ класс ачисем вĕренеççĕ: пĕрремĕшсем тата виççĕмĕшсем.

Кỹршĕри тепĕр пỹлĕмре те икĕ класс. Унта 2-мĕшпе 4-мĕш классем вĕренме пуçлаççĕ. Вĕсене Александра Порфирьевна Идутова вĕрентет. Унтан пире Александр Ефимович шкулти йĕрке пирки, класри пысăк шăрçаллă шутпа мĕнле шутламаллине кăтартса пачĕ.Çапла сисĕнмесĕр шкулти пĕрремĕш кун та иртсе кайрĕ.

Эпир — Вера Петровна Московская, Владимир Николаевич Московский, Михаил Федорович Идутов, Владимир Николаевич Кузнецов, Елена Владимировна Пушкова, Зинаида Михайловна Скворцова, Владимир Сильвестрович Лебедев, Владимир Германович Лазарев, Николай Аркадьевич Ястребов, Лидия Викторовна Ежова, Александр Арсентьевич Скворцов, Раиса Васильевна Николаева, пĕрремĕш класс ачисем пулса тăтăмăр. Тепĕр çул пирĕн пата Венямин Мефодьевич Гаврилов хутшăнчĕ.

Мĕн кăна кăтартман-ши эпир хамăрăн учителе çав çулсем вăхăтĕнче? Акă, арифметика урокĕнче «хушас, кăларас» темăсене вĕреннĕ чухне Александр Ефимович шкул пахчинчен 8 илемлĕ панулми илсе кĕнĕччĕ. Задачăн условийĕнче çак илсе кĕнĕ панулмисенчен иккĕшĕ çухалнă. Ыйтăвĕ çапла: çакăн хыççăн миçе панулми тăрса юлнă? Чăн та, 2 панулми çухалчĕ. Вĕсене эпир, учитель тепĕр класа кайсан, çисе ятăмăр.

Физкультура урокĕ. Александр Ефимович вăрçăра амантса таврăннă сулахай аллине хулпуççи таран кăна çĕклеетчĕ. Эпир те вара, гимнастика упражненийĕсем тунă чух, учитель кăтартнă пек, хулпуççи таран кăна çĕклеттĕмĕр. Миçе хут ăнлантарман-ши вăл пире аллине мĕншĕн çĕклеймен пирки. Каланă хыççăнах эпир икĕ алла та пĕр пек çĕклеттĕмĕр. Анчах тепĕр эрнерен çакна унăн тепĕр хут ăнлантарма тиветчĕ. Тепĕр эрнерен каллех … Халĕ вара шухăшлатăн та, мĕнле айван пулнă!

Е тата юрă урокне илсен. Александр Ефимович сĕтел хушшине ларса унăн хуппине майĕпен линейкăпа шаккаса пырса кĕвĕ кăларса пырать. Эпир вара пĕтĕм вăя пухса, сасăсене хăпартса юрă юрлатпăр.

Митюк тух-ха урама,
Унта сана кĕтеççĕ:
Мишша, Анна, Хĕвекла,
Вылямашкăн чĕнеççĕ.
Тулли-тулли, ти-ти-ти
Вылямашкăн чĕнеççĕ!..
Мĕнле хăпартланса кайса юрлаттăмăр-ха çак юрра. Çавăнпах халĕ те асран тухмасть пулĕ вăл.

Нимĕн те калаймăн, нумай вăй хунă Александр Ефимович пире çын тăвас тесе. Çапла эпир ачасен шухăшне ăнланакан, вĕсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултаракан учителе юратма пуçларăмăр. Çавăн пек кĕрсе юлчĕ вăл манăн чĕрене паянхи кунччен.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Владимир МОСКОВСКИЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code