Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн улшăннă августра?

Мĕн улшăннă августра?

Августăн 1-мĕшĕнчен çĕршывра чылай çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ. Çак шутра…

Ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕ ỹсет. Сăмах çак ушкăнри граждансен ватлăхпа паракан страховани тỹлевне çĕнĕрен шутласа парасси пирки пырать. Çулсерен пенси виçĕ балл чухлĕ ỹсме пултарать. Кăçал чи пысăк хушăм — 314,07 тенкĕ. Ĕçлекенсен пенсине 2016 çултанпа индексацилеме чарăннă.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче професси тупăшĕн налукĕ çинчен калакан саккуна кĕртекен улшăнусемпе килĕшỹллĕн Налук службин сайтĕнчи уйрăм кабинетри «Манăн налук» хушăмра кăна мар, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче те хăй ĕçне йĕркелекен пек налук учетне тăма пулать. Çĕнĕлĕхсем Украина, Луганск тата Донецк халăх республикисен гражданĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Налук тỹлекенĕн сведенийĕсене хăй ирĕк панипе тепĕр çынна пĕлтерни малашне налук вăрттăнлăхĕсене уçса пани шутланмасть. Кун пирки налук органне электрон мелпе кăна пĕлтермелле.

Перекет банкĕ операцисем çинчен пĕлтерекен СМС-çырусен хакне 10 тенкĕ ỹстерет, карттă мĕнлине кура хак 40-70 тенкĕ пулĕ. Кредит тата хăш-пĕр карттăн хыпарлавĕ тỹлевсĕр юлать.

Пуш уйăхĕнче РФ Правительстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма бюджетсен хушшинчи трансфертсен йĕркине çирĕплетнĕччĕ. Тĕллевĕ — ĕçлев службисенче регистрациленнĕ 300 пин çынна общество ĕçне явăçтарасси, ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур 500 пин гражданина вăхăтлăх ĕç тупса парасси. Йышăнура малтан палăртнă тăрăх, вăхăтлăх ĕç тапхăрĕ виçĕ уйăхран мала пулмалла мар. Çурлан 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе килĕшỹллĕн, çак тапхăр федераци шайĕнчи экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприятисенче ултă уйăха тăсăлĕ.

Психиатри-наркологи тытăмĕнче медицина пулăшăвĕ памалли йĕрке улшăнать. Малашне диагноза хальхи пек 3-7 талăкра мар, 72 сехетре палăртĕç. Тухтăрсем пациентпа телемедицина мелĕпе усă курса çыхăну йĕркелĕç.

Донецк халăх республики çурлан 1-мĕшĕнчен Раççейри телефон кочĕпе 7(856) усă курма пуçлать. Абонентсен шалти номерĕсем улшăнмаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code