Пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă çынсене хавхалантарас тĕллевпе округри инвалидсен обществине туса хăнăранпа 35 çул çитнине халалласа иртнĕ кунсенче анлă мероприяти йĕркелесе ирттертĕмĕр.
Пире хисеплесе уява муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, социаллă хÿтлъх пайĕн, социаллă пулăшу центрĕн начальникĕсем – Наталья Николаева тата Владимир Федоров, Комсомольски тата Елчĕк муниципалитет округĕсенчи куç курманнисен обществин
ертÿçи Герман Михайлов, округри учрежденисемпе организацисен ертÿçисем тата ыти те хутшăнчъç, кашни çынна куç тĕлне туса ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç.
Сывлăхран хавшак çынсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тата вĕсен чун-чĕрине хавхалану кÿрес тĕллевпе округ ертÿлĕхĕ, социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем
хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Эпир те хамăр енчен вĕсене обществăлла пурнăçа хутшăнма хавхалантаратпăр, кирлĕ пулсан, въсен прависемпе интересĕсене хĕтĕлес ĕçрен
те айккинче тăмастпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн округра 245 çын инвалидсен вырăнти организацийĕн членĕ шутланать. Апла пулин те вĕсем çирĕп кăмăллă, йывăрлăхсен умĕнче пуç усмаççĕ. Чылайăшĕ вăй танçи ĕç вырăнĕнче тимлет, вĕсем хăйсене обществăлла ĕçре тĕрĕслеççĕ, спортпа та туслă. Урăхла каласан, çăмăл мар пурнăçне çутăрах та илемлĕрех тăвассишĕн мĕн пултарнă таран тăрăшаççĕ. Ыттисене пулăшассине те малти вырăна хураççĕ. Пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă çынсен чун-чĕри питех те сисĕмлĕ, ыттисен хуйхи-суйхине те лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Хăйсене те
пысăк тимлĕх кирлине пăхмасăр, чи малтан ыттисене пулăшма васкаççĕ. Çапла майпа вĕсенчен кашнийĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача-пăчана, инвалид çынна… хăйĕн чун-чĕре ăшшине пама тăрăшнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр ентешсене пулăшас ĕçре те палăрса тăраççъ въсем. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн ăсталăхне те тĕрĕслет чылайăшĕ. Акă Галина Никифорова нумаях пулмасть Оренбург хулинче
иртнĕ литература конкурсĕнчен дипломпа таврăнчĕ. Чăваш Енрен пурĕ тăваттăн хутшăнма тивĕç пулнă унта.
Йывăрлăхсене, сывлăх тълĕшĕпе çирĕпех пулманнине пăхмасăр, ĕмътпе, хавхаланупа малалла талпăнакан çынсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланите уявăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕ
пулса тăчĕ. Çакна палăртма кăмăллă, Пĕтъм Раççейри инвалидсен обществин тĕп организацийĕн Хисеп хутне округри инвалидсен обществин тата Курнавăшри пуçламăш ячейкин председателъсем
– В.Терентьев тата Л.Анисимова, Елчък муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсене Н.Борисов (Аслă Елчък территори уйрăмĕ), В.Корнилов (Аслă Таяпа), Н.Сергеева (Лаш Таяпа), А.Иванова (Çиръклъ Шăхаль), А.Анисимов (Елчък) тивĕçрĕç. Унсăр пуçне, округри тĕп библиотека ĕçченĕсем пире кирек хăш мероприятие ирттерме те нумай пулăшнине шута илсе А.Петрова директора Тав
хучĕпе чысласси пирки Пĕтъм Раççейри инвалидсен обществин республикăри уйрăмне ыйтупа тухнине те пире майлă тивĕçтерни савăнтарчĕ. А.Петрова ертсе пыракан коллектива та пирĕнпе юнашар пулнăшăн, кулленхи пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватпăр.
Уяв саманчĕсене нумайлăха асра хăварас тĕллевпе, яланхиллех, хамăр хушăмăрта алă ĕçĕсен куравне те йĕркелеме пултартăмăр. Çиръклъ Шăхалънчи стационар уйрăмĕнче социаллă пулăшу
илекен Интизам Самарин чун-чĕре ăшшине парса шăрçапа усă курса тĕрленине, Елчĕкре пурăнакан Антонина Петрова çыхнă- тĕрленĕ япаласене куракансем тивĕçлипе хакларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле пухăнса çавра сĕтел хушшинче вĕри чейпе сăйлантăмăр.
Л.АНИСИМОВА, округри инвалидсен обществин председателĕ