Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир пикине» сăнарĕç

Уй-хир пикине» сăнарĕç

Чулхула облаҫӗнчи «Агролидер Поволжья» ООО специалисчӗсем округри Ленин ячӗллӗ ЯХПК никӗсӗ ҫинче кукуруза ҫитӗнтерессин, пирӗн условисенче хӑш сорт тухӑҫлӑрах ҫитӗннин вӑрттӑнлӑхӗсене алла илессин тӗлӗшӗпе наукӑпа производство семинарӗ йӗркелесе ирттерчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра кукуруза вӑрлӑхне ют ҫӗршывсенчен туянассине чарса лартнӑ вӑхӑтра, пушшех хамӑр ҫӗршыври селекцие аталантарасси малти вырӑна тухса тӑрать. Кун йӗркинчи ҫак ыйту та ҫивӗч калаҫу пуҫарма хистерӗ.
Муниципалитет окуругӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, «Агролидер Поволжья» ОООн генеральнӑй директорӗ Андрей Петушков, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе тӗп агрономӗсем хутшӑннипе пулса иртнӗ семинар ӗҫӗ тухӑҫлӑ иртесси ӗҫ программине тишкернинченех паллӑ пулчӗ. Малтан — теори пайӗпе Эдуард Волков тӗп агроном хуҫалӑхри ӗҫпе кӗскен паллаштарнӑ хыҫҫӑн Андрей Петушков кукурузӑна тӗш тырӑ тата силос валли туса илессинчи ҫӗнӗлӗхсем, ку чухне усӑ куракан ҫум курӑка пӗтермелли наркӑмӑшлӑ им-ҫамсен хамӑр ҫӗршыври селекцийӗсем пирки каласа кӑтартрӗ. Пӗрле килнӗ ытти специалистсем те калаҫӑва хутшӑнчӗҫ, компани ӗҫӗ-хӗлӗпе, ял хуҫалӑх техникин тӗсӗсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗрен продуктсем тата гумин удобренийӗсем ҫинчен чарӑнса тӑчӗҫ.
Ун хыҫҫӑн уя тухрӑмӑр, ертӳҫӗсемпе специалистсем хуҫалӑхра сӑнав валли ҫитӗнтернӗ «уй-хир пикин» 33 тӗрлӗ сортне (Сибирский -135, Нур, Байкал, Ньютон, Корн, Пятигорье, Мартрик…) хӑйсен куҫӗсемпе курса хакларӗҫ. Ку чухне те «Агролидер Поволжья» ООО специалисчӗсем кукурузӑн кашни тӗсӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗҫ. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый та семинар — канашлу ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май вӑл тухӑҫлӑ та усӑллӑ иртнӗ пирки палӑртса каларӗ.
Кӑҫал пирӗн округра 6 хуҫалӑх — Ленин ячӗллӗ, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсем, «Яманчурино» ООО тата «Прогресс» АХО — выльӑх апачӗ туса илме усӑ куракан кукуруза вӑрлӑхне ҫак компанирен туяннӑ. Аслӑ Елчӗкре сӑнав валли уйӑрнӑ лаптӑксене шутламасӑр, «уй-хир пикине» 120 гектар ҫитӗнтернӗ. Ӗне выльӑха вӑй кӳрекен ҫак сӗтеклӗ апата тӑкаксӑр пухса кӗртме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӗ кунта темиҫе кун каялла анчах сӑнав иртнӗ лаптӑксенчи кукурузӑна пухса кӗртес ӗҫ пырать.
Светлана АРХИПОВА
Анна МЕДВЕДЕВА сӑнкерчӗкӗсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code