Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > #ПĕрлеМухтанатпăр

#ПĕрлеМухтанатпăр

Çулсем иртнĕ май пирĕн халăхăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе чапĕ ÿссех пырать. Ырă малашлăхшăн пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр ирсĕр тăшманпа вирлĕн çапăçнă кашни ветеран, тыл ĕçченĕ умĕнче пысăк парăмра эпир. Районтан фронта 8361 çын тухса кайнă, вĕсенчен 3795-шĕ каялла таврăнман.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин онлайн мелĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă. Вăл вăрçăран таврăнман аслашшĕ пирки çапларах аса илет:

– Манăн асатте Варсанофий Кузьмич Миллин 1898 çулта Патреккел ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине малтанхи кунсенчех тухса кайнă. Асаннепе 5 ачи çывăх çыннине вăрçăран кĕтсе илеймен – Варсанофий Кузьмич Мускава хÿтĕлесе пуçне хунă. 2019 çулта асаттен вил тăприне шыраса тупса унта пулса курма тÿр килчĕ пире. Ăна Мускав хулинчи тăванлăх масарне пытарнă. Шăпах çакăн евĕр паттăр çынсем пулнăран Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă тата туптанă Совет халăхĕ…

Паттăрсен ячĕсене ĕмĕрех чĕресенче упратпăр, вĕсемпе мăнаçланатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code