Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăшăрĕ ячĕпе — Тав çырăвĕ

Мăшăрĕ ячĕпе — Тав çырăвĕ


Елчĕк çамрăкĕсем службăра тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тăван тăрăха час-часах Тав çырăвĕсем килеççĕ. Хальхинче çакăн евĕр çырăва Патреккелĕнчи Инна Герасимова мăшăрĕ – Аркадий ячĕпе илчĕ.
Аркадий Петрович иртнĕ кĕркунне мобилизаци йĕркипе çар службин ретне тăчĕ. Кăçал çуркунне отпуска килсе кайрĕ вăл.
Командир пĕлтернĕ тăрăх, служба вăхăтĕнче ентешĕмĕр хăйне таса чунлă, яваплă, тĕрĕслĕхе мала хуракан, çар çыннин ятне çỹллĕ шайра тытакан салтак пулнипе палăрса тăрать, тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Салтаксемшĕн чăн-чăн юлташ вăл.
Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code