Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу анлăланĕ

Пулăшу анлăланĕ

Инвестици проекчĕсене аталантарни республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шутĕнче «Химпромăн», «Промтракторăн» пысăк инвестпроекчĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне, уйрăм экономика зонине асăнмалла. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама тивĕç инвестпроектсен шутĕнче — инфратытăмпа çыхăннă пилĕк теçетке объект, çулсем, ăшă сечĕсем, тата ытти те. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ те пысăк.

Республикăра общество транспортне çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патшалăх предприятине туса хунă — транспорт хăвачĕсене самай пысăклатмалли çул çине тăнă. Çывăх вăхăтра тăхăр теçетке ытла çĕнĕ троллейбус çулсем çине тухĕ. Çавăн пекех 47 автобус туянма 500 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес çулхи расхутсен шутĕнче çавăн пекех катастрофа медицинин центрĕн гаражĕсен строительстви, йĕлтĕр роллер трассине, Шупашкарти Университет урамĕнчи шкула туса пĕтересси.

Муниципалитетсем çине те алă сулмĕç. Вырăнсенчи бюджетсене тĕревлемелли трансфертсен виçине 26,5 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă — кăçалхи малтан палăрнă шайран 12,1 процент пысăкрах. Хуласемпе округсене грантсемпе пулăшассине анлăлатĕç — хавхалантарăвăн хальччен усă курнă мелĕсен çумне çĕнни те хушĕç. Вырăнти предприятисемпе хуçалăхсен АПК производствине аталантарма пулăшнăшăн грантсем пама 30 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă — çапла вара муниципалитетсене грантсемпе пулăшмалли пĕтĕмĕшле виçе 100 миллион тенке çитĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code