Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк чунлă зоотехник

Пысăк чунлă зоотехник

Пурнăç пысăк чунлă, ырă çынсем пуртан илемлĕ. Вĕсемпе курса калаçнă хыççăн чунра яланах çутă хĕлхем çуралать, хавхалану туйăмĕ чĕрене çупăрлать. Çак кунсенче Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕпе Галина Барановăпа курса калаçма тỹр килчĕ. Хăйĕн пурнăçĕ, ĕçленĕ вăхăчĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр эпир унран:

— Эпĕ, Галина Георгиевна Баранова, Вăрнар районĕнчи йăмраллă, çырма-çатраллă, нумай пĕвеллĕ илемлĕ Уравăш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Елчĕк тăрăхне 1961 çулхи август уйăхĕнче килтĕм. Мана, Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе алла зоотехник профессине илнĕскере, çак района ячĕç. Шăп кукуруза вырнă вăхăтра çитрĕм. Ăнса пулнăччĕ ку культура çак çул. Манăн ĕç биографийĕ 7 яла пĕрлештерсе тăракан «Дружба» (халĕ «Прогресс») колхозри 2-мĕш комплекслă бригадăри Елчĕкри ĕне тата сурăх фермисенче зоотехник пулса ĕçленинчен пуçланчĕ. Вăл вăхăтра колхоз председателĕн тилхепине Николай Московский тытса пыратчĕ. Афиноген Семенов партком секретарĕнче тăрăшатчĕ. Питĕ харсăрччĕ вăл: ĕç кунне ирпе ирех фермăсене тĕрĕсленинчен пуçлатчĕ. 5 доярка тăрăшатчĕ кунта. Ĕçĕ çăмăл пулман ферма ĕçченĕсен — мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă ун чухне. Анна Николаева, Елена Никифорова, Ольга Кушманова, Мария Лукиянова, Лидия Агеева пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юрла-юрла ĕçлетчĕç. Сурăх ферминче виçĕ Тябукова — Антонина, Мария, Елизавета вăй хуратчĕç. Мана, çамрăк специалиста, кĕçех бригадăри комсомол секретарĕ пулма суйларĕç. Комсомолецсен йышĕнче трактористсем, дояркăсем, скотниксем тата ыттисемччĕ. Ĕç хыççăн та харсăрччĕ комсомолецсем. Каçхине тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явма ялти культура çуртне пуçтарăнаттăмăрччĕ, ансамбльте юрлаттăмăрччĕ. Вăл вăхăтра клуб заведующийĕнче Николай Карсаков (Акчел) тăрăшатчĕ. Тĕлĕнмелле ăста вăйçăччĕ вăл.

Хальхи пек лайăх астăватăп. Елчĕкре хальхи чиркỹ вырăнĕнче парк вырнаçнăччĕ. Сцена та пурччĕ унта. Çамрăксем çак вырăна кăмăллатчĕç, каçсерен унта та пуçтарăнатчĕç. Пулас мăшăрăмпа Николай Ивановичпа шăп çак паркра паллашма пỹрчĕ пире шăпа.

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса пычĕ. Шăп çак уяв умĕн мана пысăк колхозăн аслă зоотехникĕ пулма çирĕплетрĕç. 1963 çултан пуçласа малалла колхоза Александр Иванов ертсе пыма пуçларĕ (25 çул колхоза аталантарас тесе ырми-канми тăрăшрĕ Александр Федотович, кайран тивĕçлĕ канăва тухрĕ). Партком секретарĕ пулма Гавриил Добронравова (Патреккел) шанчĕç.

Александр Федотович тивĕçлĕ канăва тухсан ертỹçĕ тилхепине Николай Миллина шанса хăварчĕ. Николай Петрович малтанхи кунран пуçласах пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ пулнине çирĕплетсе пычĕ. Район пуçлăхне куçичченех 12 çул колхоза тата та малалла аталантарса ĕçлесе пычĕ. Унăн ашшĕ те — Петр Варсанофьевич ĕçе парăннă ертỹçĕччĕ. Колхоз стройкисене çĕкленĕ чухне вăл председателĕн çумĕ пулчĕ: колхоз валли сахал мар кирлĕ тавар, çĕр кăмрăкĕ, вăрман турттарчĕ. Унпа пĕр тăван Михаил Миллин та сысна фермин заведующийĕнче ăнăçлă тăрăшрĕ. Çак тĕслĕхсемпе манăн Миллинсем çирĕп ыйтакан ертỹçĕ пулмах çуралнине çирĕплетес килет. Фермăсен çитĕнĕвĕсем çинчен эпĕ «Елчĕк ен» хаçатра 5 çул каялла тĕплĕн çырса пĕлтернĕрен ку тема çинче уйрăммăн чарăнса тăмастăп.

1962 çулта çулла Елчĕк каччипе Николай Барановпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Вăйлă туй кĕрлеттерчĕç. Сыр тăвакан завод çумĕнче пурăннăран завод директорĕ Дмитрий Колсанов туй кунĕ савăнма çуртра çутă та туса пачĕ. Мăшăрăн амăшĕ Анастасия Николаевна мана тарават йышăнчĕ. Тирпейлĕ те паттăр хĕрарăмччĕ вăл. Мана чĕререн юрататчĕ. Хам та ăна хисеплесе: «Анне», — тесе чĕнтĕм. Манăн тăхăнма та çуккине ăнланатчĕç вĕсем. Мăшăрăмпа пĕрлешсенех чаплă пушмак тăхăнтартнинчен пуçласа çие тăхăнма пальто таран илсе пачĕç. Лайăх çемьене лекнĕшĕн эпĕ шăпана сахал мар тав тунă. Тĕп килте 8 çул (3 çулне 2 килĕнтешпе пĕрле килĕшỹре) пурăнтăмăр. Мăшăрăм çемьери аслă ывăл пулнă май кĕçех эпир çурт лартса уйрăлса тухрăмăр. Виçĕ ача пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килчĕ.

«Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть», — теççĕ. Лайăх пурăннă çĕртех çемьене ĕмĕр манма çук пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Эпĕ декрет отпускĕнчеччĕ ун чухне. Анне икĕ ачапа хăй çуралнă ялне хăнана кайнăччĕ. Таврăннă чухне вĕсен автобусĕ аварине лекнĕ, инкек вăхăтĕнче 12 çулхи Валентина хĕрĕмĕрпе анне пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç. Çапла эпĕ пĕр уйăхри ачапа тăрса юлтăм. Вут çинчи пек çунтăм эпĕ çак вăхăтра. Мăшăрăм ирпе ĕçе тухса каятчĕ. Тỹсме çук йывăр хуйха çĕнтереймесĕр эпĕ кунĕ-кунĕпе хурланса йĕрсе лараттăмччĕ. Тавах Турра, ырă çынсем сахал мар пурнăçра. Вăл вăхăтра колхоз правленийĕнче секретарь-кассир пулса ĕçленĕ Анна Доброхотова манăн хуйха ăнланнах. Йывă лару-тăрăва çăмăллатас, çĕр тỹсейми хуйха пусарас тесе вăл часах пирĕн патăмăра килсе çỹреме пуçларĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code