Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Икĕ Артемăн — пĕр тĕллев

Икĕ Артемăн — пĕр тĕллев

Вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ те пĕр тăхтавсăр малалла васкать. Сисместĕн те, акă, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çитĕç.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класра пĕлỹ илекенсем тĕп тĕрĕслеве хатĕрленессине округри предмет олимпиадисенчен пуçланă — иртнĕ çулхи пекех малтисен йышне кĕме ĕмĕтленеççĕ вĕсем.

Паллах, пулас професси пирки шутлама та ир мар. Класри 8 вĕренекенрен икĕ арçын ача кăна кунта. Иккĕшĕ те Артем — Савиновпа Ловкин. Пĕри Кỹлпуçрен, тепри — Хăвăлçырма ялĕнчен. Ятсенче çеç мар, ыттипе те пĕрешкеллĕх пур вĕсен. Иккĕшĕ те спортпа туслă: çуран тата йĕлтĕрпе чупма, футболла выляма кăмăллаççĕ. Савинов 2022 çулта «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ кросра çĕнтернĕччĕ, Ловкин округри йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче хăйĕн ятне пĕлтернĕ.

Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен сăпайлă. Кĕлетке енĕпе те уйрăмлăх çукрах.

Каччăсен пĕр тĕллевлĕхĕ — çар училищисене вĕренме кĕресси. А.Савинов Санкт-Петербургри, А.Ловкин Воронежри çар заведенийĕсене куç хывнă. Патриотла шухăшĕсене ĕçе кĕртме вĕсене ăнăçу çеç сунас килет.

Сăн ỹкерчĕкĕ Е.Петрован.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code