Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 7628 гектарпа танлашать. Пурĕ 1063 хуçалăх кунта, 432-шĕнче пурăнмаççĕ. Территори пайĕнче 3 культура çурчĕ, 3 библиотека, 1 шкул, 1 врач амбулаторийĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче аслă ỹсĕмрисене тата инвалидсене хỹтлĕхпе тивĕçтерекен 1 стационар уйрăмĕ ĕçлет.
Территори пайне хальхи вăхăтра Инесса Воронова ертсе пырать. 2019 çултанпа вăл кунта, малтан специалистра тăрăшнă. Вăл, ертỹçĕ тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканскер, пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ, куллен туса пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Калаçура территори пайĕнче халăх пурнăçне тата ял инфраструктурине ырă енне улăштарас тĕллевпе пурнăçланакан программăсем çинче уйрăммăн чарăнса тăтăмăр.
— Халăх хапăлласа йышăнакан программăсенчен пĕри вăл — «Вырăнти пуçару бюджечĕ» программа. Чылай çул ăнăçлă ĕçлет вăл. Юлашки 3 çула илес пулсан, çакă паллă: асăннă программа пулăшнипе 13 программăна (пурĕ 9 млн та 849 пин те 753 тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Тунă ĕçпе ял çынни те кăмăллă. Мĕншĕн тесен вăл хăй сĕнỹ çĕкленĕ тата хăйĕн тỹпине хывнă. Ку программа пулăшнипе кăçал та сахал мар ĕç пурнăçланă. Территори пайĕнче пурăнакансем 2022 çулта ялтан Çирĕклĕ Шăхаль масарĕ патне çитекен çула вак чул сарса хытарнă, масар картине юсанă, Тĕмер ялĕнче таса çăлкуçа тасатса шыва кĕмелли вырăн туса хунă, çуртне хăпартнă. Элпуçĕнче пурăнакансем те масар картине çĕнетнĕ.
— Ял халăхне уйрăмах канăçсăрлантаракан ыйту вăл — ял хушшинчи çул-йĕре тивĕçлĕ тытса тăрасси. Пĕлтĕр Çирĕклĕ Шăхаль масарĕ енне каякан çула хытă сийлĕ тума, пĕрлех çак ялти Юбилейная тата Аслă Çĕнтерĕве — 40 çул урамсен хушшине, Мучар, Тĕмер, Хăвăлçырма ялĕсенчи çулсене вак чулпа сарса хытарма май пулчĕ. Çул-йĕре юсассипе малашне те ĕçлĕпĕр. Асăннă программа пулăшнипе 2024 çулта ĕçе малалла тăсасшăн. Пурĕ 8 проект пурнăçа кĕртме палăртнă.
Халăха таса та пахалăхлă шывпа тивĕçтересси кирлĕ шайра пурнăçланса пырать. 2-3 çул хушшинче Хăвăлçырма, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи шыв башнисене, вĕсене çыхăнтаракан тытăмсене юсанă. Уйрăмах Хăвăлçырмасем сахал мар ĕç пурнăçланă ку енĕпе. Кăçал Çирĕклĕ Шăхальсем купель турĕç, Тĕмерте тата Хăвăлçырмара пусăсене юсарĕ ял халăхĕ. Хăвăлçырмасем спорт площадки тăвассине те палăртса хунă.
Тирпей-илем ыйтăвĕ те йĕркеленсе пырать. Тĕрлĕ вырăна — çырма-çатрасен, кỹлĕсемпе юхан шывсен хĕррисене çỹп-çап тăкакансен йышĕ чакнăшăн савăннине палăртать ертỹçĕ:
— 2018 çулхи октябрь уйăхĕнче хытă каяшсене вырнаçтарас ыйтăва федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн татса пани питĕ ăнăçлă пулчĕ. Ял халăхĕ йĕркене пăхăнни савăнтарать.
Территори пайĕн тилхепине пĕчченех тытса пырасси пĕрре те ансат мар. «Мĕнле ĕлкĕретĕр?» — тĕлĕнетĕп унран.
— Вăхăтлăха пĕччен-ха çав. Маларах Геннадий Ловкин ертỹçĕпе пурнăçласа пыраттăмăр ĕçсене. Вăл педагог пулнă май чунĕ шкул еннех туртрĕ пуль. Пулăшакансем пурри савăнтарать. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пĕччен йĕркелейместĕн. Мана Сергей Перепелкин, Юрий Галкин депутатсем, Павел Дмитриев, Сергей Семенов, Петр Крылов, Сергей Перепелкин, Иван Митрофанов, Сергей Федоров, Владимир Сазонов ял старостисем, культура ĕçченĕсем нумай пулăшаççĕ. Сылтăм алă вырăнĕнчех вĕсем. Ял çыннисем те харсăр. Пĕри те: «Ку ĕçе эпĕ тумастăп, ку манăн ĕç мар», — темеççĕ.
«Ялăн малашлăхĕ пур-и?» — ыйту çине ертỹçĕ çапла хуравлать: «Манăн шухăшпа, пирĕн тăрăхри ялсем малашлăхлă. Чăнах та, çамрăксен пысăк пайĕ яла юласшăнах мар, çавах та ял пурнăçне кăмăллакансем пур-ха».
Елена ПЕТРОВА.