Аслă Елчĕк ялĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен йышĕнче парти тата совет органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă, производство организаторĕ, Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза 1979-1990 çулсенче ăнăçлă ертсе пынă Василий Андреевич Горшков сумлă вырăн йышăнать. Вăл çуралнăранпа кăçалхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче шăпах 100 çул (1923 ç.ç) çитет.
Василий Горшков 1940 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, вăрçăра — Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă.
1955 çулта Хусанти юридика шкулĕнчен, 1965 çулта Мускаври КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă Аслă Елчĕк çамрăкĕ хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе курнă.
Чи малтанах тăван колхозра учетчик пулса вăй хунă. Ун хыççăнах ял совет секретарĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 5 çул (1948-1953) тăрăшнă. Мал ĕмĕтлĕ çынна Тутар АССРне кĕрекен Молотов ячĕпе хисепленекен («Восход») колхоз председателĕ пулма суйланă. Хусанти юридика шкулне пĕтернĕскере, 1958 çулта Елчĕкри юридика консультацийĕн заведующийĕ пулма шаннă. Ун хыççăн Василий Горшков КПСС Елчĕк райкомĕн инструкторĕ, райсовет ĕçтăвкомĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай заведующийĕ, 1967 çултан пуçласа 1979 çулччен КПСС Елчĕк райкомĕн организаци пайĕн заведующийĕ пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, чылай çул партипе совет органĕсенче ĕçленĕ Гурий Иванович Тябуков хыççăн хуçалăх хăш-пĕр кăтартусемпе каялла чакма тытăнсан парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕ Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза ертсе пыма Василий Андреевич Горшкова сĕннĕ. Шанăçа тỹрре кăларма тăрăшнă вăл. 50-мĕш çулсенче Г.И.Тябуков председатель пулнă тапхăрта тутарнă объектсем, шлакпа бетон витесем, кĕлетсем, социаллă объектсем кивелсе çитнĕ пулнă.
80-мĕш çулсенче, хуçалăха шăпах Василий Горшков ертсе пынă çулсенче, строительство ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Çĕнĕ витесем, чаплă автопарк, тĕш тырă йышăнакан йĕтем, сурăх ферми тунă. Ял варринчи йывăç кĕпере тимĕр-бетонран тунă. Культура çурчĕ, библиотекăпа пĕрле, ясли-сад, администраци çурчĕ, универмаг тата ытти объектсем ỹссе ларнă.
Çак тапхăрта Аслă Елчĕкре хăмла туса илес енĕпе те уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пыма тытăннă. «Симĕс ылтăна» пĕр гектартан 15 центнер туса илнĕ. Унăн лаптăкне анлăлатсах пынă, çакна кура хăмла туса илессинчи ĕçе механизацилессине тĕп вырăна хунă. Ку чухне ĕç тухăçлăхĕ анчах мар, чĕр тавар пахалăхĕ те ỹснĕ. Вăл пысăк хакпа сутăннă. Çапла майпа хăмла туса илни колхоза çулсерен пысăк тупăш кỹнĕ. Бригада ĕçченĕсем тивĕçлĕ ĕç укçи алла илнĕ.
Шăпах 80-мĕш çулсенче пĕрлехи подряд вăй илсе пынă. Çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан Аслă Елчĕкри ĕне, сысна фермисенчи ĕçе те çак мелпе йĕркелесе янă. Çитĕнỹсен никĕсĕ пĕрлехи вăйра пулнине çирĕплетекен тĕслĕхсем куç умĕнче. 1987 çулта, тĕслĕхрен, планпа йышăннă 1750 центнер вырăнне 1902 центнер сысна ашĕ, 3200 çура вырăнне 3227 çура илнĕ. Ферма хăй анчах 137 пин тенкĕлĕх таса тупăш кỹнĕ.
Ĕне выльăх ферминче тăрăшакансен кăтартăвĕсем те пысăк. Аш-какай, сĕт сутмалли плансене чылай ирттерсе пурнăçласа пынă. Уй-хир ĕçченĕсен ỹсĕмĕсем те пысăк пулнă. 1988 çулта хуçалăх кашни гектартан 27,3 центнер тĕш тырă, 250 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма 29,8 центнер апат единици хатĕрленĕ. Тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç сутмалли плансене ирттерсе тултарнă. Рынок саманине кĕрес умĕн хуçалăх хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе пурăннă. Колхозниксене те тивĕçлĕ ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтернĕ. Çакăнта Василий Андреевич Горшковăн тỹпи пысăк.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă Василий Горшкова «Хисеп Палли», «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» (II степень) орденсемпе, медальсемпе (пурĕ — 9) наградăланă. Вăл — Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
ХАКЛАВ
Василий Яковлевич ШАДРИКОВ, 1977-1985 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ:
— Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă çак çынна колхоз председателĕ пулма шанса пĕрре те йăнăшмарăмăр.
Ун чухне вăл 56 çулта пулнă, сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те председатель пулма килĕшрĕ. Унăн сывлăхĕшĕн кайран хам та чылай пăшăрханса пурăнтăм. Апла пулин те шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларчĕ вăл. Хăш-пĕр çын 40 çул ертỹçĕре ĕçлесе те Василий Андреевич кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ чухлĕ ĕç тăваймасть. Вăл вара — пултарчĕ. Аслă Елчĕкре пурăнакансем те суйма памĕç — вăл председательте вăй хунă çулсенче тунă ĕçсем пурте халăх куçĕ умĕнче.
Василий Андреевич çав тери сăпайлă, çав вăхăтрах хăйне шеллемесĕр ĕçлеме пултаракан çын пулнине те нумайăшĕ çирĕплетсе калама пултарасса пĕлсе тăратăп. Вăл çемье пурнăçĕнче те тĕслĕх кăтартнă, мăшăрĕпе, Валентина Дмитриевнăпа пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăннă.
Вăл халăхран пĕрре те уйрăлман. Хăй епле ĕçлĕ çын пулнине пăхмасăр, колхозра ĕçлекенсене тимлĕх уйăрма, хавхалантарма пĕлетчĕ. Василий Горшков председатель чухне Аслă Елчĕкре тата мĕн чухлĕ çын чапа тухрĕ! Шăпах вăл хутшăннипе, тăрăшнипе нумай ĕçчен хисеплĕ ятсене тивĕçрĕ.Çапла майпа ялăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен сумлă ячĕсем ĕмĕрлĕхех ял, округ историйĕн кун-çулĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç.
Зоя Васильевна ЕФИМОВА, В.А.Горшковăн аслă хĕрĕ:
— Эпир пĕр тăвансем — тăваттăн. Атте пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те асăмăртан тухмасть. Вăл пире ĕçпе ỹстерчĕ. Куллен колхоз ĕçĕпе çыхăннă мĕн тĕрлĕ ыйтăва татса пама тỹр килнине, тен, хăй мĕн тери ывăннине пăхмасăр, килти хушма хуçалăхри ĕçсенчен те юлман, ялан пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Атте çав тери ырă çын пулнă, никама та усал сунман. Пире те çапла пулма вĕрентсе ỹстерчĕ. «Вĕренсе çирĕп пĕлỹ илмелле. Хăвăр мĕн пĕлнине ыттисене каласа кăтартăр, уншăн сирĕн пĕлĕвĕр чакмасть. Çынна ырă тума, май пур таран пулăшма тăрăшăр. Ырă ĕç яланах ырăпа таврăнать», — тесе каланисем те чĕререн тухмаççĕ.
Атте аннене те кашни хутĕнчех: «Эпĕ тунă ĕçсен çурри санăн тивлетỹпе, тимлĕхỹпе пулса пынине лайăх ăнланатăп», — тесе тав тăватчĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.