Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун ăшши пурин валли те çитет

Чун ăшши пурин валли те çитет

2024 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас кампани пынă май почтальонсен уйрăмах хĕрỹ тапхăр халĕ. Кашниех хаçат-журнал çырăнтармалли задание тултарас тесе тăрăшать.

Ытти ялти пекех Елчĕк, Элекçей Тимеш, Акчел ялĕсенче пурăнакансем почтальонкăсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ — хăйсем килĕштерекен хаçатсемпе журналсене алла илме васкаççĕ. Елена Хрисанова, Светлана Николаева, Ильгиза Григорьева (сăн ỹкерчĕкре) почтальонкăсем кашни вулаканпах тарават. Вĕсен чун ăшши пурин валли те çитет.

— Тăван округ хаçатне «Елчĕк ене» уйрăмах кăмăлласа çырăнаççĕ, — пĕлтереççĕ почта çыхăну уйрăмĕнчен.

Кунта та çын татăлмасть. Пĕри килте куллен кирлĕ тавар туянать, тепри газпа е электроэнергипе усă курнăшăн тỹлев тăратать. Виççĕмĕшсем хаçат-журнал çырăнас кăмăллă.

Хаклă вулаканăм! Хаçат çырăнтарас тапхăр вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Тепĕр çул та пĕрлех пулар, туслăха упрар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code