Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:
— Паян сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тухăçлăхĕ Раççей халăхне упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май медицина учрежденийĕсен вăй-хăватне ỹстерсе пыратпăр, ăсчахсене, наукăпа практика центрĕсене пулăшатпăр, промышленноçа диагностика тата ытти оборудованисене туса кăларма тĕрев паратпăр. Тĕллев — медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси, пахалăхне ỹстересси. Пирĕн çĕршыв гражданĕсем лару-тăру лайăх енне улшăннине хăйсем туйса илччĕр. Уйрăмах пĕчĕк хуласемпе ялсенче пурăнакансем курччăр улшăнусем пуррине.
Кашни хĕрарăм, çулне пăхмасăр, хăйĕн сывлăхĕ пирки шутлама тивĕçлĕ. Çавăн пекех гинекологи енĕпе те.
Сывлăха пĕлес тĕллевпе çулталăкра пĕрре тулли диспансеризаци тухмалла, тухтăрсем сĕнекен анализсене пĕтĕмпех памалла, çав шутра онкоцитологи тĕпчевне ирттермелле.
Матка мăйĕн ракĕ пĕтĕм тĕнчери тухтăрсемпе ăсчахсем кĕрешекен хĕрарăмсен чи сарăлнă чирĕсенчен пĕри пулса тăрать. Онкоцитологи анализне илни рак пулма пултаракан клеткăсене тупма тата май килнĕ таран маларах сиплеме пулăшать. Çавăнпа ку тĕлĕшпе анализ пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Асăннă процедурăна Елчĕкри тĕп больницăрах йĕркелеççĕ: маткăран тата матка мăйĕнчен мазок илсе. Çакна 18 çултан пуçласа мĕн пур хĕрарăмăн памалла.
Онкоцитологине тишкерни улшăннă клеткăсем пуррипе кăна мар, чирлесен кирек мĕнле процесс е эпителири мĕнле те пулин урăх улшăнусем пуррине те кăтартать.
Матка мăйĕн чирне асăрхасан анализа çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕслемелле. Профилактика тĕллевĕсемпе 12 уйăхра пĕр тĕпчев те çителĕклĕ.
Онкоцитологие гинекологи кресли çинче илеççĕ. Аманас хăрушлăх çук, ыраттармасть те. Анализ илнĕ хыççăн хăш-пĕрисен 1-2 эрне хушши юнлă уйрăмлăхсем палăрма пултараççĕ çеç.
Тỹрех калас пулать: анализа менструаци вăхăтĕнче, çавăн пекех юнлă уйрăмлăхсем пур чухне пама юрамасть. Тĕрĕс кăтарту пултăр тесен икĕ кун маларах арçынпа хутшăнусенче пулмалла мар, тампонпа е кирек мĕнле кремпа усă курни те чăрмантарать.
Ирина СМИРНОВА,
гинеколог тухтăр.