Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат тата кĕнеке кирлĕ-и?

Хаçат тата кĕнеке кирлĕ-и?

Паллах, питĕ кирлĕ. Эпĕ, совет саманинче ỹснĕ çын, радио хыпарĕсене, хаçат-журнала, çĕнĕ кĕнекесене куç пек кĕтеттĕмччĕ. Пĕтĕм çемье пĕрле пуçтарăнса «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» журналсене юратса вуланă. Республикăра тата районта тухса тăракан хаçатсемпе туслă пулнă май, мана чăваш çыравçисем тыткăна илетчĕç хăйсен кĕнекисемпе. Халĕ те асрах кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне темиçе каçрах вуласа тухни, Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнекисемпе паллашни тата Александр Артемьевăн «Салампи» кĕнекипе çĕр ирттерни. Леонид Агаковăн «Салтак ачисем», «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă», «Лайăх эмел» кĕнекисене те пĕр хутчен мар вуланă.

Пĕлỹ çăл куçĕсемпе ачаранпах интересленнине пула çеç эпĕ XX ĕмĕр вĕçĕнче Шупашкарпа Мускава тата ытти нумай хулана çитме пултартăм.

Чун апачĕсем — хаçат тата кĕнеке кашни çыннăн сĕтелĕ çинче çăкăрпа тăвар пекех кирлĕ. Мĕнле-ха унсăрăн чăваш çемйинче? Эпĕ астăвассах: «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ», — тетчĕç. Мĕне пĕлтерет-ши çакă? Чĕлхе ăсчахĕсем вĕçне-хĕрне тухса пĕтнĕ-ши çак каларăшпа? Малашне мĕнле шăпа кĕтет-ши хаçат-журнала? «Вăхăт кăтартĕ», — тесе пурăнатăп.

Пурнăç лайăхланса, этем ăслăлансах пырать тетпĕр. Майсем вара сахал мар. Анчах юлашки çулсенче халăх ниçталла та пит туртăнманни сисĕне пуçларĕ: çамрăксен вулама вăхăт çук — укçа тумалла, пенсионерсем «сенкер экранпа» ытларах йăпанаççĕ. Паллах, пурнăçĕ питĕ «урмăшса» кайнипе те çыхăннă çакă. Вулама ăçта унта? Кĕсье телефонĕ те пĕр самантлăха та канăç памасть те. Маншăн вара яланхи пекех чăн-чăн туссем — хаçатпа кĕнекесем пулĕç.

Валерий ТЕЛЕЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code