Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕрке тăвасси хамăртан килет

Йĕрке тăвасси хамăртан килет

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ĕнер райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ.

Экономика никĕсĕ

Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алена Быкова вăтам тата пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмах илчĕ. Иртнĕ çул вĕсен йышĕ 553-пе танлашнă. Вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ – 2223. ЧР экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствипе район администрацийĕ хушшинчи килĕшĕве шута илсен кăçал уйрăм пайтаçăсен шучĕ 551, унта ĕçлекенсен йышĕ 2318-тан кая пулмалла мар. Асăннă тытăмра вăтам ĕç укçи 19532 тенкĕ, районпа илсен 22664 тенкĕ пулнă.

Пĕлтĕр промышленность предприятийĕсем 488 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă е 2018 çулхинчен 28 процент ытларах. Акционерсен «Промсервис» общество кăтартăвĕ вара 307,5 процента çитнĕ.

Районăн экономика аталанăвне тухăçлă ĕçлекен предприятисем никĕслеççĕ те. Çакă 2018 çулхи пĕтĕмлетÿпе район регионри рейтингра 3-мĕш вырăн йышăннинче уççăн курăнать.

Район администрацийĕ ĕç укçине саккунпа килĕшÿллĕн официаллă майпа тÿлессине те куçран вĕçертмест. Ятарлă комиссин 25 ларăвĕнче 217 субъекта пăхса тухнă, пай специалисчĕсем асăрхав органĕсемпе пĕрле 8 рейда хутшăнса сакăр ертÿçе административлă майпа явап тыттарнă.

Çуракине хатĕр-и?

Кăçал çанталăка ăнланса пĕтерме çук – тахçанах çуркунне çитнĕ тейĕн. Çавна май, тен, нихçанхинчен иртерех тухма тивĕ уй-хире. Хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнлерех пыраççĕ-ха?

Хуравне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Петр Тремасов уçăмлатрĕ. Иртнĕ кĕркунне 1690 гектар /169 процент/ çинчи лаптăка извеçленĕ, фосфорланă, 1553 тонна /82 процент/ минераллă удобрени, 588 тонна /90 процент/ çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕ малалла пырать.

Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем техника паркне çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшни те ырă пулăм. Пĕлтĕр кăна, акă, 148 миллион та 300 пин тенкĕлĕх 108 тĕрлĕ техника туяннă. «Урожай» ООО кăçал кăна 6 миллион тăракан тракторпа пуянланнă.

Уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă вĕренÿ ирттересси те, ĕç условийĕсене çирĕплетесси те тĕп ыйтусен шутĕнче.

Общество инкекĕ

Пĕччен тăрса юлнă кирек хăш ватă çынна е инвалида пурнăçра сывлăхпа канлĕхрен ытлашши мĕн кирлĕ? Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр шăпах çак тĕллевсене тытса пырать те. Евгения Михайлова директор каланă тăрăх, вăл тытăмри Çирĕклĕ Шăхальпе Лаш Таяпари стационар уйрăмĕсенчи условисем паянхи кун требованийĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсенче вăхăтлăх пурăнакансем хăйсене килти пекех туяççĕ.

Центр ялсенчи аслă ăрурисене, сусăрсене тимлĕх уйăрассине те хăйĕн çине илнĕ. 65 çултан аслăрах, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсене центр çумĕнче йĕркеленнĕ мобильлĕ бригада вăхăтлă район больницине илсе çитерет е вырăнтах пулăшу парать, юристсемпе психологсене явăçтарса консультацисем йĕркелет, буклетсем сарать… Иртнĕ çул 1550 çынна тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ.

Районта 426 çын пĕччен пурăнать, вĕсенчен 102-шне тата 41 инвалида социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ. Нумай ачаллă 273, тулли мар 222 çемье, 63 инвалид ача, 54 тăлăх ачапа ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем те вĕсен тимлĕхĕнче. Шел пулин те районта ăнăçсăр çемьесен /33/ йышĕ те чакмасть. Слайдсене пăхнă май çакăн пек ыйту çуралчĕ-тĕр канашлăва хутшăннисен: «Нивушлĕ çакăнта та çынсем пурăнаççĕ?» Ишĕлес патне çитнĕ кăмака, урайĕнче сапаланса выртакан кĕпе-тумтир, пакетсенчи çÿп-çап… Тепĕр бомж та тирпейлĕрех тытать пулĕ хăйĕн кĕтесне.

Асăннă ÿкерчĕке вăрах вăхăт сăнанă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та тарăхăвне пытармарĕ. Кунта пирваях ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çавнашкал çемьесене «çутталла» тухма пулăшмалла. Ниçта та ĕçлемен, сăра-эрехпе иртĕхекен уйрăм элементсем епле ачисене воспитани парайĕç. Малтан хăйсене воспитани памалла тăр…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code