Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Чăмăртан, манăн халăх»

«Чăмăртан, манăн халăх»

Каш кашларĕ, ах, хура вăрман,
Вăрманçăсем пуртă кăларсан.
Тĕрлĕ йывăç — ватти, çамрăкки,
Пурччĕ хурăн, юман йывăççи.
Ỹкрĕç, пĕтрĕç çамрăк йывăçсем.
Эх! çаралчĕç вĕсен речĕсем.
Пурăнса та курайман вĕсем,
Ыттисемшĕн пуç хуракансем…

Вырсарникун Елчĕкри культура керменĕнче иртнĕ ыркăмăллăх концертне ертсе пыракан çак йĕркесенчен пуçларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Демократиллĕ Афганистан Республикинче, Çурчĕç Кавказра, халĕ, акă, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăма сĕнчĕ. Метроном сасси, экран çинчи ялкăшакан çĕршер çурта чуна витереççĕ. Зал лăк тулли пулин те, çав самантра шăна вĕçевĕн шăплăхĕ хуçаланчĕ. «Кун чухлĕ çын нихăçан та пулман пулĕ», — сăмахларĕç концерт хыççăн. Аякри ялсенчен — Шăмалакран, Чăваш Тăрăмĕнчен, Вăрăмхăваран та нумаййăнччĕ куракансем. Çиччĕмĕш ретре ларакан çамрăк хĕрарăм утма та пуçламан пепкипех килнĕ. Çак ача амăшĕ те, куракансен пысăк пайĕ те, чи малтанах, юрă-ташăпа киленес тесе мар, хăйĕнчен кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе пуçтарăннă, паллах. Концертра пĕтĕмпе 128 пин те 150 тенкĕ пухăннине пĕлтерчĕç. Унсăр пуçне мероприятие тĕрлĕ сăлтава пула килейменнисем те ятарлă счет çине куçарни паллă пулчĕ.

Патреккел халăх хорĕ юрланă хыççăн Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова сăмах илчĕ. Вăл, ыркăмăллăх концертне йĕркелекенсене тата куракансене тав тунă май, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Ял çыннисем, предприятисемпе уйрăм предпринимательсем ниме юхăмне хастар хутшăнни малтанхи кунсенчех палăрчĕ. Мĕнле хатĕр-хĕтĕр, апат-çимĕç пуçтарса панине асăнмăпăр. Укçа-тенкĕ вара салтаксене хăйсем мĕн ыйтнине илсе-туянса пама кирлĕ. Хĕл тапхăрĕнче пушшех. Халĕ ялсенче хĕрсех маскировка сеткисем çыхасси пырать. Пуçтарăннă япаласене çывăх вăхăтра Шупашкара ăсатĕç, унтан — Донбаса.

— Пĕрлĕхре — вăй, теççĕ халăхра, — палăртрĕ Марина Николаевна, — пурте пĕрле пулсан çĕнтеретпĕрех.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, историрен пĕлетпĕр, тыл вăйлă пулнăран та туптаннă çĕнтерỹ. Халĕ те çаплах пулĕ.

М.Павлова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассинче хастарлăх кăтартакансен пĕр ушкăнне «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче: Александр Журавлев (Çĕнĕ Эйпеç), Юрий Кузнецов, Владимир Ершов (Елчĕк), Николай Сорокин, Юрий Петухов (Лаш Таяпа).

Палăртса хăвармалла: ыркăмăллăх ĕçĕн хăш-пĕр хастарне çулла Шупашкарта иртнĕ Елчĕксен ентешлĕхĕн уявĕнче медальпе, Хисеп хучĕпе наградăланăччĕ.

Пархатарлă утăм тăвассинче кану кунĕ çук. Эсир те, çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшас тесен, 8-908-309-12-71 номерлĕ ятарлă телефон çине укçа-тенкĕ куçарма пултаратăр…

Концертра тĕп хуларан килнĕ юрăçсем — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Московский, Лариса Пасхина, Инна Мирянка, Дмитрий Московский, Светлана Маркова, Евдокия Егорова, çавăн пекех вырăнтисем — Юрий Кашкăр, Ольгăпа Валерий Архиповсем, Вера Панкратова, Сергей Баранов, Кирилл Петров, Виктория Романова, «Сударушки» ушкăн патриотла юрăсемпе кашни çынра хавхалану, çĕнĕ вăй-хăват хушрĕç. «Вдохновение» ташă ушкăнĕ яланхиллех куракансем тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕ.

Сăмахăмăра концерта ертсе пынă Юрий Кашкăр çырнă сăввипе вĕçлер:
Чăмăртан, чăмăртан, манăн халăх паян.
Юратнă çĕршыва хупăрларĕ тăшман.
Донбасс ачисемшĕн фашиста тавăрар,
Çапар та хуçар, тĕнчене вĕсенчен тасатар!

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code