Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тỹрĕ лини» иртет

«Тỹрĕ лини» иртет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 14-мĕшĕнче (кĕçнерникун) 12 сехетре «Тỹрĕ лини» ирттерет. Ăна йăлана кĕнĕ пысăк пресс-конференципе пĕрлештереççĕ. Волонтерсем колл-центрта ыйтусене йышăнма пуçланă ĕнтĕ — вĕсен шучĕ 250 пинрен те иртнĕ. Ытларах газификаципе, социаллă тỹлевпе, тулашри политикăпа çыхăннисем интереслентереççĕ çĕршывра пурăнакансене.

«Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ — Владимир Путинпа» ятпа иртекен «Тỹрĕ линие» ыйтусене талăкĕпех 8-800-200-40-40 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме е 0-40-40 номерлĕ телефонпа смс çырса яма пулать. Иккĕшĕ те тỹлевсĕр — официаллă сайтра moskva-putinu.ru. адреспа йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code