Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Пуху ĕçне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова хутшăнчĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк муниципалитет округĕн 2024 çулхи тата планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулĕсенчи бюджетне йышăнчĕç. Йышăну проекчĕпе округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Прогноз тăрăх, муниципалитет округĕн 2024 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 498 миллион та 362 пин те 115, расхут пайĕ 503 миллион та 862 пин те 115 тенкĕпе танлашать.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code