Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пахалăхлă вăрлăх — тухăç никĕсĕ

Пахалăхлă вăрлăх — тухăç никĕсĕ

2024 çул валли çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн округĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма пурĕ 3990 тонна вăрлăх кирлĕ. Декабрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 4072 тонна (102 процент) вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 2304 тонна (57 процент) акма юрăхлă кондицие ларнă.

Вăрлăхсене алласа кондицие лартассипе, çав шутра вĕсене улăштарса çĕнетессипе «Яманчурино» ОООра ( кондициллĕ вăрлăх — 155 процент), «Энтепе» ОООра (150), «Сатурн» ЯХПКра (139), «Рассвет» ЯХПКра (100), «Победа» ОООра (100), Ю.Н.Цветков (233), Е.В.Цветкова (120) хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленине палăртатпăр.

Апла пулин те кăçалхи çанталăк условийĕ — тăпрара нỹрĕк çителĕксĕр пулни ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕçлекенсен умне пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Кĕрхи культурăсен вăй илес шанăçĕ сахал пулнине шута илсе çак лаптăксене çуркунне тепĕр хут акса хăварма хатĕрленме тиветех. Ку чухне вăрлăхсен страхлав фондне çирĕплетме кирли паллах.

Вăрлăхсене аякка кайса туянма кирлĕ мар. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе нумай çултанпа ятарласа ĕçлекен Курнавăшри Юрий Цветков фермерăн саппасра сутмалли вăрлăх çителĕклĕ пулнине пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра фермер округри ял хуçалăх организацийĕсене супер элита тата элита репродукцири «Драгун» сĕлĕ, «Ульяновская -100» (супер элита тата элита), «Никон» (элита) çурхи тулă вăрлăхĕсемпе туллин тивĕçтерме пултарать. Пур вăрлăх та шанчăклă, вĕсене фермер малтан вырăнта хăй акса-туса илнĕ. «Драгун» сĕлĕ пирки калас пулсан та, лабораторире тĕпченĕ хыççăн 1000 штук вăрлăх виçи 41 грама яхăн тайни паллă пулчĕ. «Никон» çурхи тулă та пирĕн тăрăхри çĕрсем çинче тухăçлă çитĕнни паллă.

Пирĕн ведомство ĕçченĕсем тĕрлĕ енĕпе пулăшу кỹреççĕ: уй-хирти фитосанитари лару-тăрăвне тишкереççĕ, апробаци ирттереççĕ, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслесе сертификатсем параççĕ. Халĕ «АгроЭксперт» цифра платформипе те ĕçлетпĕр. Асăннă программа ял хуçалăх специалисчĕсене онлайн мелпе вырăнти лару-тăрăва тишкерме, хỹтĕлев ĕçне вăхăтра йĕркелесе ял хуçалăх культурисене сăтăрçăран, массăллă чиртен хỹтĕленме, унтан хăтăлмалли майсене шырама тата тухăç çухатăвне чакарма пулăшать.

Пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси пирки тепĕр хут аса илес пулсан, çакă кашни çĕр ĕçченĕн, специалистăн, ертỹçĕн тĕп тивĕç пулмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлесен тин пирĕн уй-хирсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнĕ.

Олег КАРСАКОВ,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code