Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹçĕсене чысларĕç

Çĕнтерỹçĕсене чысларĕç

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе тунтикунхи черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах канашлура Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе йĕркеленĕ ятарлă конкурса хутшăнса мала тухнисене чысларĕç. Предприятисемпе учрежденисен, организацисен хушшинче пĕрремĕш вырăна Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ, иккĕмĕшне — Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, виççĕмĕш вырăна Кивĕ Эйпеç ялĕнчи культура çурчĕ мала тухнине палăртнă жюри членĕсем. Уйрăм хуçалăхсен кил-çурчĕсене капăрлатассипе тупăшнисен хушшинче Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Олимпиада Васильева, Кĕçĕн Таяпари Наталия Муллина, Ĕнел ялĕнчи Алексей Владимиров хуçалăхĕ çĕнтернине палăртнă. Çĕнтерỹçĕсене Марина Николаевна дипломсемпе хавхалантарчĕ.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пайăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. 2023 çулта ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 376 тĕрлĕ акт çырнă. Иртнĕ çул округра 37 ача (20-шĕ — арçын ача, 17-шĕ хĕр ача) çуралнине регистрациленĕ. Пепкесенчен 11-шĕ — çемьери пĕрремĕш, 8-шĕ — иккĕмĕш, 12-шĕ виççĕмĕш, 5-шĕ — тăваттăмĕш ачасем. Пĕр çемьере вара саккăрмĕш пепке çут тĕнчене килнĕ. Территори пайĕсемпе танлаштарас пулсан, çакă паллă: Елчĕк территори пайĕнче — 12, Аслă Елчĕк — 6, Курнавăш тата Лаш Таяпа — 5-шер, Çирĕклĕ Шăхаль тата Аслă Пăла Тимеш — 2-шер, Тăрăм территори пайĕнче 1 ача çуралнă. Ытти 4 ача урăх вырăнта çуралнă, çапах та пирĕн округра çыртарнă. Шел пулин те, Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче вара 2023 çулта пĕр ача та çуралман.

Вилекенсен шучĕ пысăк пулни те пăшăрхантарать — пĕлтĕр 268 çын пурнăçран уйрăлнă: 144 арçын, 124 хĕрарăм. Пурнăç тăршшĕне тишкерес пулсан çакă курăнать: арçынсен вăтам пурнăç тăршшĕ — 68, хĕрарăмсен 81 çулпа танлашать.

Паян — Кăшарни уявĕ. Христос тĕнне ĕненекенсем Иисуса шыва кĕртнине палăртаççĕ. Çавна май округра шыва кĕрекенсем валли ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Çакăн пирки округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн начальникĕ Марина Демьянова тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев кăçал мартăн 15,16, 17-мĕшĕсенче иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн кампанийĕпе çыхăннă мероприятисем тата çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал Чăваш Республикинче пурнăçа кĕрекен пысăк çĕнĕлĕх вăл — «дистанционное электронное голосование». Ку енĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче пирĕн округра та тренировкăсем иртрĕç. Дистанци мелĕпе электронлă майпа сасăлава хутшăнас текенсене регистрацилесси январĕн 29-мĕшĕнче старт илет. Вăл мартăн 11-мĕшĕнче вĕçленет. Тепĕр çĕнĕлĕх — «Информ УИК» проект вăй илни. Асăннă проект суйлавçăсене суйлавпа çыхăннă тулли информаципе паллаштарма май парать. Проект февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 7-мĕшĕччен ĕçлет. Участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем çак тапхăрта ятарлă тумсем тăхăнса суйлавçăсен килĕсенче пулса çĕнĕлĕхсемпе паллаштарĕç, ыйтусем çине хуравлĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code