Февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Олег Алексеевич ЧР Пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа Çырупа тăваттăмĕш хут тухрĕ. Калаçу 1 сехет те 25 минута тăсăлчĕ.
Тĕп документ 2024 çулта республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программа шутланать. Республика Пуçлăхĕ черетлĕ Çырура республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн халăха уйрăмах кăсăклантаракан, кашни тытăмрах вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене хускатрĕ.
Çырăва хаклаççĕ
Марина ПАВЛОВА, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕ:
— Пĕтĕм сферăна пырса тивекен, кăçалхипе 4-мĕш хут тухакан анлă Çырура Олег Николаев республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программăсене уçăмлатрĕ. Вĕсем пурте халăхăн пурнăç шайне ỹстерессипе çыхăннă: «Земство учителĕ» федераци программипе ĕçе вырнаçтарасси, Чăваш Енри нумай шкула малашне те тĕплĕн юсаса çĕнетме, тăлăх ачасене, çула çитмен нумай ( 5 е унтан та ытларах) ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртни, кашни муниципалитетра автоклуб, çĕнĕ ăру вулавăшĕ… йĕркелесси çинчен калани те.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тĕллевпе гуманитари пулăшăвĕ ăсатас ĕçре пуçарулăхпа тимлекенсем пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Чăваш Енре çуралнă 4 хỹтĕлевçе Раççей Геройĕн ятне панă. Вĕсенчен пĕри — пирĕн округри Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Петров аслă лейтенант. Олег Николаевич пĕр самант шăп тăнă хыççăн паттăрсен ашшĕ-амăшĕ умĕнче çĕре çитиех пуç тайнине палăртрĕ.
2024 çулхи тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм — РФ Президенчĕн суйлавĕ. Раççей салтакĕ пăшал тытса çĕршыв пуласлăхĕшĕн çапăçнă вăхăтра, республика Пуçлăхĕ палăртăнă пекех, эпир хамăрăн ырă малашлăхшăн сасăламаллине лайăх пĕлсе тăратпăр.
Лариса ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ, хĕрармăсен округри канашĕн ертỹçи:
— Округ делегацийĕпе пĕрле республика Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашма Шупашкара килни маншăн тепĕр хутчен асра юлчĕ. Мĕншĕн тесен темиçе кун маларах анчах Олег Николаев пирĕн шкула 2023 çулта вĕрентỹ ĕçĕнче палăрнăшăн 500 пин тенкĕлĕх грант парса чысланăччĕ. Çакă малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантаракан хистев пекех пулчĕ. Хальхинче те вĕрентỹ тытăмне аталантарасссипе пĕрлехи вăйпа нума ĕç тума палăртнине илтме кăмăллă пулчĕ. Хĕрарăмсен округри канашĕн ертỹçи пулнă май Раççейри Çемье çулталăкĕнче республикăри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе «Çемьесенчи йăла-йĕрке — çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ» проект ĕçе кĕнипе те хавхаланатăп. Мĕншĕн тесен республикăра палăртакан тĕрлĕрен проектсене пирĕн округри хĕрарăмсем те кашни çулах хастар хутшăнаççĕ анчах мар, призлă вырăнсене те çĕнсе илеççĕ.
Владимир РАХМУЛЛИН, «Яманчурино» ООО директорĕ:
— Республикăри агропромышленность комплексĕ те тивĕçлĕ шайра аталанать. Юлашки çулсенче пур кăтартусем те: пĕтĕмпе тыр-пул туса илесси, сутнă продукцирен укçа-тенкĕ пырса кĕресси, инвестицисем ỹссе пыраççĕ.
АПК отрасльне аталантарма инвестици проекчĕсем пулăшнине лайăх ăнланатпăр. Çак ыйтăва регион шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрни ахальтен мар. Инвестици проекчĕсем малашне производствăна тата анлăрах йĕркелесе пыма, ĕç тухăçлăхне ỹстерме май памалла. Олег Алексеевич çакăн пирки тата фермерсен суту-илỹ речĕсене республикипех анлăн йĕркелесе пырасси, хăмла производствине тата тухăçлăрах йĕркелесе пырасси тата вырăнта ĕçлесе хатĕрлеме те тĕплĕн хатĕрленсе çитни çинчен каланă шухăшсене АПК ĕçченĕсем ырласа йышăнасса пĕлсе тăратăп.