Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталану малашлăха шантарать

Аталану малашлăха шантарать

Вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе е хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, территори пайĕсен, ĕлĕкхи пек каласан, ял тăрăхĕсен малашлăхĕ вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Çакна асра тытса Аслă Елчĕк территори пайĕпе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен тĕп пухусене юлашки çулсенче тăтăшах пĕрле ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Пухусен ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çак шухăша ахальтен мар уйрăммăн палăртса каларĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи отчетлă пухăвăн тĕп тĕллевĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, кооператив правленийĕн ĕçне хак парасси тата малашлăх тĕллевсене палăртасси пулчĕ. Валерий Падуев председательпе Марина Катюкова тĕп бухгалтер, Эдуард Волков тĕп агроном тата ытти специалистсем çак ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Вĕсем тухса калаçнинчен çакна пĕлме пулчĕ: ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетлă тапхăрти таса тупăш пайĕ14279 пин тенкĕпе, ăна усă куракан 100 гектар çĕр пуçне пайласан, вăл 777,3 пин тенкĕпе танлашать, рентабельлĕх шайĕ — 19,8 процент. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, тупăшсен пайĕ сахалрах пулнине те йышăнмалла. Валерий Падуев çакна вырăнта туса илекен продукцин сутлăх хакĕ чакнипе, çав вăхăтрах туянакан нумай кирлĕ таварсем (çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобрени, тĕрлĕрен хими препарачĕсем тата ыт. те) тăтăшах хакланса пынипе сăлтавларĕ. Тĕрĕсех пăшăрханать вăл.

Анчах нимĕн те тума çук: хальхи вăхăтра та хуçалăхсем черетлĕ çур аки ĕçĕсене ирттерме хатĕрлекен минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене иртнĕ çулхинчен (ун чухне те хаклă пулнă вĕсем) тата 10-15 процент чухлĕ ỹсме ĕлкĕрнĕ хакпа туянаççĕ. Çав вăхăтрах тĕш тыррăн сутлăх хакĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 30-40 процент таран чакнă. Выльăх-чĕрлĕхрен туса илекен чĕр тавар хакĕ те тивĕçтерместех. Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ отчетлă тапхăрта реализациленĕ 1 центнер сĕтпе (2751 тенкĕ) аш-какайăн (13433 тенкĕ) сутлăх хакĕ, ытти çулсенчипе танлаштарсан, нумай та ỹсмен. Пурпĕрех, йывăрлăхсене парăнмаççĕ вĕсем, кашни ĕçчен хăйне шанса панă участокра малашлăха шанса производство кăтартăвĕсене ỹстерессишĕн чунне парса тимлет. Çакна кура правлени кооператив членĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарассине малти вырăна хурать — тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлет. Иртнĕ çул пĕр çыннăн уйăхри вăтам шалăвĕ 31991 тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçине малашне тата ỹстерес тесен производство кăтартăвĕсене — выльăх-чĕрлĕх ферминче продукци туса илессине, çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессине тивĕçлĕ шая çитермелле, чĕр тавара тивĕçтерекен хакпа сутмалла, ĕç тухăçлăхне ỹстермелле. Палăртнă тĕллевсем пурнăçлансан тупăшăн тата ытларах пайне ĕç укçи валли уйăрма пулнине кунта лайăх ăнланаççĕ.

Фермăсене паянхи условисене тивĕçтермелле реконструкци туса çĕнетнисĕр пуçне, кунта ял хуçалăх культурисене туса илессинче ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе техника паркне те çулсеренех нумай çĕнетеççĕ. 1837 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан хуçалăхăн уй-хирĕсене çур акире, кăçалхипе виççĕмĕш çул, пĕр харăс икĕ единица ака комплексĕ хутшăнĕ. Çакă ака ĕçĕсене агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма май парĕ. Ытти ял хуçалăх машинисем те пурте — хăватлă, çĕнĕ йышшисем.

Хуçалăхра çĕр ĕç культурине тытса пырасси те çỹллĕ шайра. Ку чухне çĕр пулăхне ỹстерме пулăшакан культурăсене (рапс) акса çитĕнтерессине мала хураççĕ. Ял хуçалăх культурисене минераллă удобренисемпе апатлантарассине, çум курăксемпе тата тĕрлĕрен чир-чĕрпе кĕрешсе пурнăçламалли мероприятисене те тивĕçлипе туса пыраççĕ. Çакна кура ял хуçалăх культурисенчен тухăç илесси те ỹссе пырать. Иртнĕ çул 1 гектартан 36,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксен хаклă вăрлăхĕсене кашни çул укçа парса туяниччен, ăна халĕ вырăнта туса илме хăнăхса çитнĕ. Иртнĕ çул хăйсенчен ытлашши 10 тонна ытла люцерна вăрлăхне сутса хуçалăх енчĕкне укçа-тенкĕпе пуянлатма та пултарнă.

Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕн Валерий Афанасьевăн ял малашлăхĕпе çыхăннă доклачĕ те анлă пулчĕ.

Май пулнипе усă курса Леонард Левый, Валерий Падуевпа Валерий Афанасьев призводство ĕçĕнче палăрнă тата ял малашлăхĕшĕн куллен пысăк тỹпе хывакан хастар çынсене Тав хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code