Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăхĕ чакмасть

Хастарлăхĕ чакмасть

Паллă тапхăр — çитес суйлавпа çыхăннă ыйтусене округри ветерансен, пенсионерсен тата инвалидсен канашĕсен пĕрлехи ларăвĕнче те тишкернĕ.

Аслă ăрурисен умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев тухса калаçнă. Вăл, кăçалхи суйлав уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă май, унăн ĕçне çитĕннисем те хастар хутшăннине палăртнă. Вĕсем агитаци тапхăрĕнче халăх хушшинче ăнлантару ĕçне, суйлавсенче комисси членĕсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Владимир Арсеньевич тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова «кĕмĕл» волонтерсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассинче те хастар пулнине палăртнă. Уйрăмах маскировка сеткисем çыхассипе. Ларура малашне салтаксем валли браслетсем çыхасси пирки те калаçса татăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code