Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

16 командăран — 5-мĕш

Пушкăртстанри Салават хулинче февралĕн 10-16-мĕшĕсенче 2011-2012 çулсенче çуралнă ачасен хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнирĕ иртнĕ.

Вадим Ивановпа Юрий Рахмуллин ертсе пынă «Елчĕк» хоккей клубĕ тĕл пулусене çапла вĕçленĕ. Пĕрремĕш вăйăра «Удмуртири «Ягуара» 3:8 шутпа выляса янă пулсан, тепĕр иккĕшне çĕнтерỹпе çирĕплетнĕ: Приморье крайĕнчи «Вертикале» 5:2, Ульяновскри «Чайкăна» 7:2 шутпа.

Плей-оффра пирĕннисем «Старицăна» (Тверь облаçĕ) илеймен — 3:6. Пиллĕкмĕш вырăна вара Свердловскри «Дельтăна» пур пĕрех паман — 7:4.

Турнирта 1-мĕш вырăна Тутарстанри «Девон» команда йышăннă, «Старица» — 2-мĕш, Новосибирск облаçĕнчи «Штурм» — 3-мĕш, Челябинск облаçĕнчи «Коркино» ушкăн — 4-мĕш.

Елчĕксем пысăк йышран 5-мĕш пулни те мăнаçланмалăх. Николай Васильев (Яманчỹрел) вара «Турнирăн чи лайăх вăйăçи» ята тивĕçнĕ. Саламлатпăр! 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасем регион турнирĕнче 11 командăран 2-мĕш пулнă. Маттур!

Черетлĕ турнирта

Елчĕкри спорт çуртĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса йĕркеленĕ черетлĕ уçă турнира пилĕк округпа хула команди хутшăннă.

Александр Портновпа Борис Клементьев тренерсен вĕренекенĕсем нумайăшĕ пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Кубоклисен йышĕнче вара эпир пурте пĕлекен ятсемех: Богдан Карсаков, Герман Романов, Илья Можаев, Елена Плотникова (Патреккел шкулĕ), Матвей Горшков, Антон Айметов, Тихон Александров, Дмитрий Карсаков (Елчĕк шкулĕ), Игорь Абрамов (Питтĕпел). Вĕсене тата призерсене Шелтуковсен, Денис Портнов, Александр Портнов çемйисем, Олег Осипов, Евгений Убасев, «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд хаклă парнесемпе чысланă. Шупашкарти «Веста» автошкул директорĕ Эдуард Доброхотов чи пултаруллă штангистсене сертификатсем панă.

Пенсионерсенчен тĕслĕх илмелĕх пур

Çакна вĕсем республикăри пенсионерсен союзĕн 15-мĕш спартакиадин 1-мĕш тапхăрĕнче çирĕплетнĕ.

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева хăйĕн ỹсĕмĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе призерсен йышне кĕме пултарнă. Кунтах Михаил Скворцов, шывра ишессипе Эльвира Иванова (Кĕçĕн Таяпа), Станислав Сидоров (Шăмалак), шахматла выляссипе Эльвира Смирнова (Курнавăш), Владимир Солин (Тĕмер) чи лайăх вунă спортсмен йышне кĕнĕ.

Командăри кашни спортсмен дартс вăййине те хутшăннă.

Çĕнĕ ятсем çукрах

Аслă Елчĕкри Зинаида Каринкинăпа Иван Орехова халалланă йĕлтĕрçĕсен округри ăмăртăвĕнче 7 шкул тата 5 территори пайĕн командисем вăй виçнĕ.

Кунта та, йывăр атлетикăри пекех, çĕнĕ ятсем çукрах: малти вырăнсенче округ центрĕнчи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупура палăрнисемех. Хăйсен ỹсĕмĕсенче дистанцисене Мария Головина (Кĕçĕн Таяпа-Шупашкар), Арсений Кузьмин (Патреккел шкулĕ), София Афанасьева (Аслă Елчĕк), Давид Портнов, Екатерина Васильева, Алексей Вастулов, Надежда Скворцова (Елчĕк), Артем Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль) çĕнтерỹпе вĕçленĕ. Çитĕннисенчен Светлана Ермакова (Яманчỹрел), Инна Козлова, Иван Головин, Олег Головин (Кĕçĕн Таяпа) мала тухнă.

Территори пайĕсен командисем пĕтĕмлетỹ протоколне çак йĕркепе çырăннă: Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Елчĕк. Çав вăхăтрах Аслă Пăла Тимешсем, Тăрăмсем, Курнавăшсем, Çирĕклĕ Шăхальсем ăмăртăва хутшăнма ерçеймен.

Олег Мустаев ячĕпе

Германире службăра тăнисен округри пĕрлĕхĕ иккĕмĕш спартакиадине ирттернĕ.

Ăмăртăва хутшăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци-культура автономийĕн ертỹçи Владимир Бабайкин, Олег Николаевичăн мăшăрĕ Елена тата ывăлĕ Даниил саламланă.

Ветерансем тата вĕсен мăшăрĕсем спортăн тăватă тĕсĕнче кăтартнă хăйсен пултарулăхне. Шывра ишессипе Антонина Осипова, Юрий Петров, Николай Павлов, кире пуканĕ йăтассипе Валерий Соколовпа Валерий Мясников, шашкăлла выляссипе Владислав Сазонов, дартс вăййинче Галина Павловăпа Дамир Валеев çĕнтернĕ.

Женьăн — «кĕмĕл»

Республикăн тĕп хулинче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Ен чемпионатĕнче Евгений Абрамов палăрнă.

Çĕнĕ Пăва каччи 92 килограма çитичченхи виçере финал çулĕ çинче М.Порфирьевпа В.Козлов спорт мастерĕн кандидачĕсене тата М.Исматов пĕрремĕш разрядçăна парăнтарнă. Тĕп тĕл пулура Е.Сергеев (Канаш) спорт мастерне выляса ярса кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ.

Женьăн пĕрремĕш тренерĕ — Сергей Александров. Халĕ вăл Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ олимп резервĕсен спорт шкулĕнче ăсталăхне туптать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code