Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу питĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса тапхăр-тапхăр гуманитари пулăшăвĕ çитерсех тăрать округ халăхĕ ентешсем патне. Кашни ялти халăх, округ территорийĕнче ĕçлекен организацисемпе предприятисем, предпринимательсем хутшăнаççĕ ырă ĕçе. Халăх пĕр тĕвве пĕрлешнĕрен февралĕн 18-мĕшĕнче черетлĕ пулăшу ăсатма пултарчĕ Елчĕк округĕ салтаксем патне: тиевлĕ виçĕ пысăк тата пĕр çăмăл автомашина çула тухрĕç. Япаласене тиес ĕçе округ центрĕнчи чылай хастар çамрăк хутшăнни те пархатарлă. Çула тухакансене ырă-сывă çаврăнса çитме Елчĕкри IV-мĕш округ благочиннăйĕ Василий Иванов иерей, Лаш Таяпа ялĕнчи Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах пиллерĕç.
— Пĕр чăмăра пĕрлешсе сăваплă ĕçе хутшăннăшăн мĕн пур çынна пысăк тав сăмахĕ калатăп. Тыл çирĕп пулсан çĕнтерỹ те часах çитĕ, — палăртрĕ Елчĕк муниципалитет округĕн ертỹçи Леонард Левый.
Апат-çимĕç — минераллă шыв, тĕрлĕ напиток, кĕрпе, макарон, тушенка, чей, кофе, типĕ сĕт, печени тата ытти те — ятарлă операцие хутшăнакансемшĕн пысăк парне. Кунта ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне — Юрий Попов ентешĕмĕре, Елчĕкри çăкăр завочĕн директорне Александр Филиппова, Илья Григорьев уйрăм пайтаçăна тата ытти нумай-нумай çынна (кашнинех ятран асăнса пĕтереймĕн, пулăшакансем пирки тĕплĕнрех «Телеграм» каналти «Елчĕк паттăрĕсене пулăшакан ушкăнра» паллашса пыма май пур) пысăк тав сăмахĕ каламалла. Апат-çимĕçсĕр пуçне çарта усă курма кирлĕ ытти хатĕрсем те чылай: 3 генератор, «буржуйка» ятпа палăрнă кăмакасем, маскировка сеткисем, ĕç хатĕрĕсем… Патреккел ялĕнчи Борис Миллин уйрăм пайтаçăна, «Чувашъенкрахмал» ООО директорне Александр Кудряшова тата унăн коллективне, ыттисене чылай ырă сăмах каланă маларах асăннă ушкăнра. Ушкăна салтаксем патне 12 хут пулăшу илсе çитерме хутшăннă Юрий Кузнецов йĕркелесе пырать. Хамăрăн салтаксене мĕн кирлине лайăх пĕлет ентешĕмĕр.
Шкул ачисем те çĕнтерĕве хăйсен тỹпине хывни савăнтарать. Чылай окоп çурти хатĕрлерĕç. Вĕсем çырнă çырусем те салтаксен чунне ăшăтаççĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: черетлĕ пулăшăва ăсатма хутшăннă ушкăн.