Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ĕнерхи салтаксем тĕл пулчĕç

Ĕнерхи салтаксем тĕл пулчĕç

Кăçал Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 35 çул çитрĕ.

Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче округ центрĕнчи тĕп вулавăша пуçтарăнса Афган çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене — Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М.Патшина, ытти юлташĕсене асăнаççĕ, палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Кăçал та вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса иртнине аса илчĕç, «хĕрỹ точкăсенче» пуçĕсене хунă паттăрсене асăнчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче Афган вăрçин ветеранĕ, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн округри уйрăмĕн председателĕ, Афган вăрçин инваличĕсен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов сăмах илчĕ, организацин ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх плансем çинче чарăнса тăчĕ.

«Афганецсене» округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, воин-интернационалистсен паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва юратнин тата парăннин палли пулса тăнипе пĕрле çитĕнекен ăрушăн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине каларĕ.

Тĕл пулăва хутшăннă социаллă ĕçченсем интернационалла тивĕçе пурнăçланă ветерансене, салтаксене тата вĕсен çемйисене тивекен çăмăллăхсем пирки каласа пачĕç. Культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе хавхалантарчĕç.

Афганецсем обществăлла ĕçре хастар. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Çак тĕллевпех шкулсенче пулса вĕренекенсемпе час-час тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çак кун Петр Анисимовпа Александр Идутов Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене асăнса çулсерен ăмăртусем йĕркелени те, хĕрỹ точкăсене хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисен республика шайĕнчи спартакиадине час-час ирттерни те ĕнерхи салтаксен активлăхне кăтартать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Петр Анисимовпа Александр Идутов — Елчĕк шкулĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code