Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлава хутшăнма хатĕр

Суйлава хутшăнма хатĕр

Мартăн 15, 16, 17-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун.

Политикăлла паллă кампание хатĕрленессипе ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Суйлав участокĕсем вырнаçнă объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕнчен йĕркеллех. Кашни 32 участокра видеокамерăсем вырнаçтарнă. Вĕсенче суйлавпа çыхăннă тулли информаципе те паллашма пулать.

Суйлавччен икĕ эрне кăна юлчĕ. ИнформУИК обходчикĕсем ялсенчи кашни кил-хуçалăха çитсе суйлавçăсемпе тĕл пулнă май, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленнĕ, пулас кампанин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă.

Округри суйлавçăсем пурте тенĕ пек суйлава хутшăнас тĕллевлĕ. Вĕсенчен чи пысăк пайĕ (4347 çын) участоксенчех сасăласшăн. 2619-шĕ дистанциллĕ электрон сасăлавĕпе (ДЭГ) усă курма шутлать. Ыттисем — урăх майсемпе.

Владимир НИКОЛАЕВ,
Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Добронравова, Н.Львова, Т.Добронравова обходчиксем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code