Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Ÿсĕм вырăнĕ»

«Ÿсĕм вырăнĕ»

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Хальхи саманари шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри ялсенче вырнаçнă 40 вĕренÿ учрежденийĕнче цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕсем уçăлнă.

Хĕрĕх шкул шутне пирĕн районти Елчĕк тата Лаш Таяпа шкулĕсем те кĕнĕ май асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче 2-шер кабинетран тăракан вĕренÿ центрĕсем хута кайрĕç. Вĕсем «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чух цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курма пулăшĕç.

Елчĕк шкулĕнче вĕренÿ центрне уçма вĕренÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн ертÿçи Сергей Скворцов, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи Елена Никифорова хутшăнчĕç. Хăтлă та çутă кабинетсемпе, йĕркелÿ ĕçĕ-хĕлĕпе, ачасене вĕрентес мелсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн вĕсем кăмăллă юлчĕç.

– «Ÿсĕм вырăнĕ» центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ял тата хула шкулĕсенче ăс пухакан ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарма май парĕ. Кабинетсенче вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕн аталанма пултарасса, вĕсем хăйсене интереслентерекен предметсемпе кăсăкланнă май вĕренÿ процесне, проектсен ĕç-хĕлне пуçĕпех путса кĕнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр, – палăртрĕ Елена Ильинична.

Аса илтеретпĕр, «Вĕренÿ» наци проектне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ, вăл 2019-2024 çулсенче пурнăçланĕ. Ăна Раççейри вĕрентÿ пахалăхне тĕнчери чи лайăх 10 çĕршыв шайне çĕклес тĕлĕшпе йышăннă. Проекта пурнăçа кĕртме 784,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Чăваш Ерне 2024 çул тĕлне 24 муниципалитет пĕрлĕхĕнчи 180 шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕсем хута кайĕç, пĕр центра йĕркелеме 1,6 миллион тенкĕ тăкакланĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕкри «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕнче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем çителĕклĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code