Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Шỹт мар

Халăх хушшинче ыттисене пăтратас тĕллеве мала хуракан, ултавлă майпа «шỹтлекен» çынсем те тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем пулаççĕ çакăн евĕр граждансенчен.

Ку ултав шỹт мар, вăл пысăк пăшăрханупа, тăкакпа тата пăлханупа çыхăннă. Çавăнпа та ку енĕпе тивекен айăплав çирĕп — РФ Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code