Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревре пулнине массăллă информаци хатĕрĕсем туллин паллаштарчĕç. Çĕршыв ертỹçин çỹрев программинчи пĕрремĕш чарăну — Çĕрпỹ округĕнчи Рынкă ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ.
Сиплев учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пĕлтĕр хута янă. Кивĕ ФАПа кăмака хутса ăшăтнă, вĕри шыв, канализаци пулман. Паян кунта пирвайхи пулăшупа тивĕçтермелли пĕтĕм услови пур. Телемедицина мелĕпе вара республикăри сиплев учрежденийĕсенчи тухтăрсемпе канашлама пулать. Владимир Путин икĕ çухрăмра вырнаçнă округ больницинчи участокри терапевтпа калаçнă. Республикăра ял çыннисене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Çак тĕллевпе иртнĕ 3 çулта сывлăх сыхлавĕн 175 объектне çĕнĕрен тунă е тĕпрен юсанă, 425 медоборудовани тата 134 автомобиль туяннă. Олег Николаев федераци енчен пулăшу панăшăн Президента тав тунă.
Владимир Путин республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн темипе канашлу ирттернĕ май, çитĕнỹсем пирки те асăнма «манман». Уйрăмах промышленность производствин ỹсĕмĕ тĕлĕнтернине палăртнă вăл. Чăваш Ен ку кăтартупа пĕлтĕрхи пĕтĕмлетỹпе Раççейре 2-мĕш вырăнта. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак çитĕнỹре федераци центрĕн тỹпи пысăк пулнине каланă. Тĕрлĕ программа пулăшнипе хушма 1 пин те 800 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 18 миллиард тенкĕ ытла инвестици явăçтарнă.
Хăмла çитĕнтерессине чĕртсе тăратасси пирки те сăмах пуçарнă канашлура. Чăваш Енре паянхи куна Раççейри мĕн пур симĕс ылтăнăн 90 процентне туса илеççĕ. Çапах та малалла аталанма патшалăх енчен пулăшу кирлине те пытарман.
Владимир Путин видеоконференци мелĕпе канашлăва хутшăннă федераци министрĕсене çийĕнчех çак ыйтăва татса пама хушнă. Çавăн пекех унта социаллă объектсем, çул-йĕр пирки те сăмах хускатнă.
Владимир Владимирович Çĕрпỹри тепĕр çĕнĕ объектпа — культура аталанăвĕн центрĕпе паллашнă. Ăна «Культура» наци проекчĕпе хута янă. Кунта 197 вырăнлă зал, библиокафе, ăсталăха туптамалли тĕрлĕ класс пур. Халăх кунта халĕ тĕрлĕ мероприятире киленме пултарать — майсем çителĕклĕ.
Ĕçлĕ çул çỹреве пĕтĕмлетсе Раççей Президенчĕ Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа уйрăммăн тĕл пулнă. Вĕсем Шуршăлти Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ мемориал комплексне реконструкцилесси пирки пĕр шухăш патне килсе тухнă. «Воспитани тĕлĕшĕпе питĕ тĕрĕс, пархатарлă ĕç, — ырланă пуçарăва Президент. — Пирĕн хамăрăн çитĕнỹсене яланах асра тытмалла. Çакă çĕнĕ çитĕнỹсем валли кирлĕ». Унта «цифрăллă» планетари, астрономи обсерваторийĕ, классем пулмалла. Фонд управĕн, музей лаптăкĕсене те пысăклатасшăн.