Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стратегиллĕ тĕллевсене палăртнă

Стратегиллĕ тĕллевсене палăртнă

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăй кашни çул Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырăвĕпе паллаштарнă. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсемпе Правительство членĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕпе общество пĕрлешĕвĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, мĕнпур Раççей халăхĕ хутшăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документра çĕршыв Пуçлăхĕ çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, шалти тата тулаш политикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хак панă, тĕнчери лару-тăру пирки хăй мĕн шутланине пĕлтернĕ, ку е вăл законодательство тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ пуçарусем пирки ăнлантарса панă, çавăн пекех çитес вăхăтсенчи çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрне, стратегиллĕ тĕллевсене палăртнă.

Çырăва хаклаççĕ

Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

— Владимир Путин Президент черетлĕ Çырура паянхи тăнăç мар лару-тăрура çĕршыва шанчăклăн сыхлассипе — ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршывăмăра паттăррăн хỹтĕлессипе, Раççей салтакĕсен çемйисене тĕрев парассипе çыхăннă ыйтусене малти вырăна кăларса тăратрĕ. Предпринимательсене, ĕç коллективĕсемпе ахаль çынсене Раççей интересĕсене хỹтĕлессишĕн пĕрлехи вăйпа кар тăрса пулăшу аллине тăснăшăн, миллионшар çын «Эпир — пĕрле» акцие хутшăнса салтаксене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернине пысăка хурса хаклани, пĕрлехи ĕçшĕн пысăк тав сăмахне палăртса калани Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене те пырса тивет, паллах. Мĕншĕн тесен Елчĕк халăхĕ те çак пулăшуран айккинче юлмарĕ. Кашни ялтан — пуçаруллă та хастар çынсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне ăсатма ăшă çи-пуç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç, маскировка сеткисем çыхрĕç, окоп çуртисем туса хатĕрлерĕç, укçи-тенкине те сахал мар пухрĕç. Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе пикеннĕ пĕрлехи ĕçсем малалла тăсăлаççĕ.

Надежда УРКОВА, округри тĕп больницăри тĕп тухтăр:

— РФ Президенчĕ Владимир Путин медицинăна аталантарма, çапла майпа çынсен сывлăхне сыхлассипе, вĕсен пурнăç тăршшĕне ỹстерессипе çыхăннă кирлĕ ĕçсене пурнăçлама кашни çул ытларах укçа-тенкĕ уйăрассине, çавăн пекех ялсенче пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине малтанхи вăхăтран тытăнсах тĕп вырăна хунине пурте пĕлетпĕр. Иртнĕ кунсенче Президент Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Çĕрпỹ округĕнчи Рынкă салинчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне çитсе курни, вырăнти халăхпа тĕл пулса лару-тăрăва хăй куçĕпе курса хак пани те çакна яр уççăн çирĕплетсе пачĕ.

Черетлĕ Çырура та Владимир Путин «Вăрăм тата активлă кун-çул» наци проекчĕ вăя кĕресси, сывлăх сыхлавĕн ĕçне модернизацилесе çĕнетме малашнехи 6 çулхи тапхăрта 1 триллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрма палăртни те — ырă хыпар.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code