Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тупăша кура — ĕç укçи

Тупăша кура — ĕç укçи

Нарăс уйăхĕ хĕрỹ пулчĕ: ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкри тĕп пухусем иртрĕç. Хуçалăхсен малашлăх аталанăвĕнче производствăпа экономика кăтартăвĕсем тĕп вырăн йышăннине шута илсе вĕсем 2023 çулта мĕнле ĕçленине тишкеретпĕр.

Отчетлă тапхăра округри 14 ял хуçалăх предприятийĕ те тупăшпа вĕçленĕ. Апла пулин те чи пысăк таса тупăш 2289 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Эмметево» ОООра пулни çирĕпленет. Вĕсен таса тупăш пайĕ, пĕтĕмĕшле илсен, 25932 пин тенкĕпе танлашнă, рентабельлĕх шайĕ 48,9 процент пулнă. «Победа» ОООри таса тупăш — 25911 пин тенкĕ — «Эмметево» ОООринчен нумай та кая мар. Апла пулин те усă куракан 100 гектар çĕр пуçне илсе шутланă таса тупăш пайĕ «Победа» ОООра чи пысăкки — 1880,3 пин тенкĕ. 100 гектар çĕр пуçне тупăш илессипе иккĕмĕш вырăнта — «Сатурн» ЯХПК. Вĕсен кăтартăвĕ 1683,4 пин тенкĕпе танлашать. Виççĕмĕш вырăнта — «Эмметево» ООО — 1132,9 пин тенкĕ.

«Сатурн» ЯХПК çулталăка 20437 пин тенкĕ, (рентабельлĕх — 35,2 процент), «Комбайн» ЯХПК 18972 пин тенкĕ (14,4 процент), «Прогресс» АХО 16722 пин тенкĕ, (11 процент), «Яманчурино» ООО 15876 пин тенкĕ (24,6 процент), Ленин ячĕллĕ ЯХПК 14279 пин тенкĕ (19,8 процент), «Рассвет» ЯХПК 11905 пин тенкĕ (22,7 процент) таса тупăшпа вĕçленĕ.

Алла тивĕçлĕ ĕç укçи илесси те тỹррĕнех мĕн чухлĕ тупăш илнинчен килет. Отчетлă тапхăрта «Победа» ОООра вăй хуракансен ĕç укçи чи пысăкки пулнă, пĕр çыннăн уйăхри вăтам шалăвĕ 45196 тенкĕпе танлашнă. «Энтепе» ОООра вăл — 38802, «Сатурн» ЯХПКра — 35966, «Комбайн» ЯХПКра — 34880, «АСК-Яльчики» ОООра — 34704, «Рассвет» ЯХПКра — 34036, «Урожай» ОООра — 33500, «Яманчурино» ОООра — 33369, «Эмметево» ОООра — 32772, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 31991, «Прогресс» АХОра — 31032, «Нива» агрофирма» ОООра — 30690, «Клевер» ОООра — 30476, «Труд» ЯХПКра 26081 тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code