Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлава активлă хутшăнар!

Сасăлава активлă хутшăнар!

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн, Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă пĕтĕм Раççей шайĕнчи сасăлав 2020 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен пырать, кăтартусене июлĕн 1-мĕшĕнче шута илĕç. Ăçта тата мĕнле йĕркепе сасăлăпăр; Çакăн пирки калаçрăмăр Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕпе Леонард Левыйпа.

– Ырă кун пултăр, Леонард Васильевич. Умра – çĕршыв тата унăн халăхĕн малашлăхĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ сасăлав. Суйлав уйрăмлăхĕсем пирки каласа парсамăр.

– Ырă кун. Чăн та, çывăх вăхăтра халăх РФ Конституцине кĕртнĕ улшăнусене ырлассипе çыхăннă ыйтусем тăрăх сасăлава хутшăнать. Сасăлав кунĕ – июлĕн 1-мĕшĕ. Уйрăмлăхне илес пулсан, халăхăн ку суйлава июнĕн 25-30, июлĕн 1-мĕшĕнче /пурĕ 7 кун/ хутшăнма ирĕк пур. Çакна сасăлав участокĕсенче çынсем нумай пухăнассинчен тата черетсем пулассинчен асăрханас тĕллевпе йĕркеленĕ. Июнĕн 25-29-мĕшĕсенче суйлав участокĕсем 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен ĕçлеççĕ. Çак кунсенчех 15 сехетрен пуçласа 18 сехетчен участок комиссийĕсен сасăлава вырăна тухса йĕркелеме майсем пур: сасăлав валли ятарлă пÿлĕмсем çук вырăнсенче, çав шутран çуртсен çывăхĕнчи территорисенче те. Малтанхи 5 кун хушшинче инçетри ялсенче пурăнакансем валли те сасăлама майсем туса парĕç. Вырăнсене тухас умĕн участок комиссийĕсем сасăлав хăçан, хăш вырăнта тата миçере пулассине палăртса пĕлтерÿсем çакĕç. Июнĕн 30-мĕшĕнче вара сасăлав 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен суйлав участокĕсенче анчах иртет.

Суйлав вырăнĕсене хăйсем пырайманнисен килĕсенче сасăлама ирĕк пур. Çакăн пирки вĕсен участок комиссине пĕлтермелле: кунашкал заявленине çын хăй çеç мар, унăн тăванĕсем е социаллă служба ĕçченĕсем те пама пултараççĕ.

Суйлавçă алла миçе бюллетень илет?

– Ку суйлавра суйлавçă алла 1 бюллетень илет, «Эсир Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртнине ырлатăр-и?» ыйту çине хуравлать. Икĕ хуравран /«ырлатăп» е «çук»/ пĕрне анчах суйласа илмелле те ун тĕлĕнчи пушă тăваткала мĕнле те пулин паллă лартмалла. Паллă тунă тăваткалсем пĕрререн ытларах пулсан е паллă пачах лартмасан бюллетень юрăхсăр шутланать. Суйлав бюллетенĕсене суйлавçăсен йышне кĕртнĕ суйлавçăсене параççĕ, вĕсене илес тесен кашни çын паспорт е ăна улăштаракан ытти документ /çар службинче тăракан çыннăн удостоверенийĕ, шалти ĕçсен пайĕ палăртнă формăпа панă справка е урăх документ, моряк паспорчĕ, ют çĕршывра пурăнакан Раççей гражданинĕн паспорчĕ/ кăтартать. Кăçалхи черетлĕ тепĕр уйрăмлăх – паспорт е ытти документ даннăйĕсене суйлавçăсен списокне малтанах кĕртнинче. Комисси членĕ суйлавçăн паспортне аллине илмесĕрех ун çинчи даннăйсене списокрипе танлаштарать. Çакăн хыççăн суйлавçă бюллетень илнине алă пусса çирĕплетет.

– Июлĕн 1-мĕшĕнче сасăлав мĕнлерех иртĕ?

– Сасăлав вырăнти вăхăтпа ирхине 8 сехетрен пуçланса каçхине 20 сехетчен пырать. Суйлавçăсем суйлав участокне пĕр харăсах пынăран халăх йышлă пуçтарăнса каясран асăрханса участок комиссийĕсем çуртсенче пурăнакансене хăш вăхăтра пымаллине палăртса сĕнÿсем парĕç. Сĕнĕве шута илсе сасăлава хутшăнакан хăйне меллĕ вăхăтра пырса сасăлĕ.

Ку суйлав коронавирус инфекцийĕ кăларса тăратнă йывăр лару-тăрура иртнĕрен, кашни суйлав участокĕнче тата ытти вырăнта хÿтĕлев йĕркисене çирĕп пăхăнĕç. Çĕршыври Тĕп суйлав комиссийĕ суйлавçăсен хушшинчи санитари дистанцине 2 метр таран ÿстерме сĕнчĕ. Халăх суйлава пĕр алăкран кĕрсе тепринчен тухĕ. Кĕрес алăк умĕнче дезинфекци хатĕрĕсем пулĕç, кашни суйлавçăн температурине виçĕç. Суйлавçăн суйлава маскăпа тата перчеткепе килмелле.

Хаклă юлташсем, суйлавçăсем! Сасăлава эсир пурте активлă хутшăнасса, тĕрĕс çул суйласа илессе эпир шансах тăратпăр. Енчен те суйлавпа çыхăннă ыйтусем пулсан эсир Елчĕк территори суйлав комиссине /район администрацийĕн иккĕмĕш хутĕнчи 4-мĕш, виççĕмĕш хутĕнчи 17-мĕш пÿлĕмĕсем/ пыма е 2-54-92, 2-58-05 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Елена ПЕТРОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code