Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕп тĕллев — пахалăхлă пулăшу парасси

Тĕп тĕллев — пахалăхлă пулăшу парасси

Владимир Путин, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан учрежденисенчен пуçласа чаплă клиникăсемпе институтсем таранах халăхшăн ĕçлемелле. Çитменнине, пĕр чăрмавсăр. Ĕçе пулăшу панин шучĕпе мар, пахалăхĕпе хакламалла. Пĕтĕм сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çын сывлăхĕ пĕрремĕш вырăнта пулма кирлĕ.

2019 çултанпа, наци проекчĕсем «ĕçлеме» пуçланăранпа, республикăра питĕ нумай сиплев учрежденийĕ хута янă.

Чăваш Енре иртнĕ çул кăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» регион программипе килĕшỹллĕн 29 объект пациентсене йышăнма пуçланă, пирĕн округра — пĕр врач амбулаторийĕпе икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес енĕпе федераци программи ĕçлеме пуçланăранпа вара округра 6 ФАП, 1 тухтăр амбулаторийĕ хута кайнă.

Пĕтĕмĕшле çитĕннисемпе ачасене медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе паянхи кун округра 7 тухтăр амбулаторийĕ, 1 терапи участокĕ, поликлиника çумĕнчи пĕтĕмĕшле тухтăр практикин 1 кабинечĕ, 23 ФАП ĕçлет. Шурă халатлисен командинче 210 çын тăрăшать, вĕсенчен 28 врач, 110 вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕ тата тĕрлĕ пулăшу кỹрекен 72 çын.

Сыватмăшра ĕçлекенсем ятарлă вĕренỹ заведенийĕнче илнĕ пĕлỹпе кăна çырлахни хальхи вăхăтра çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ, мĕншĕн тесен вĕсен медицина уçлăхĕнче тăтăшах аталанмалла. Тепĕр чухне çĕнĕ оборудовани те хăйне кура пысăк тимлĕх ыйтать. Çавна май иртнĕ çул 8 тухтăрпа 22 медицина сестри квалификацие ỹстерекен тĕрлĕ курсра вĕреннĕ.

Медицина учрежденийĕсенчи сиплевçĕсен тĕп тĕллевĕ — халăха вăхăтлă тата пахалăхлă пулăшу парасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code