Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çитĕнỹсем лăпланма сăлтав мар

Çитĕнỹсем лăпланма сăлтав мар

Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнĕ çула пĕтĕмлетесси йăлара. Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ мĕнле вĕçленĕ-ха ăна?

Пирĕн клуба 2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Ялти культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантармалли мерăсем çинчен» калакан указĕпе килĕшỹллĕн туса лартнă. 225 тăваткал метр йышăнакан çурт — 120 çын вырнаçмалăх. Унта пĕтĕм услови пур. Хальхи тапхăрта виççĕн ĕçлетпĕр: Иван Шурбин культорганизатор, Герман Кучков сасă режиссерĕ тата эпĕ.

Кану центрĕн тĕп тĕллевĕ — ял çыннисен канăвне йĕркелесси, конкурс-фестивальсене активлă хутшăнасси. Çынсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе тĕрлĕ мероприятие анлă çул паратпăр. Сакăр кружока 119 çын çỹрет, вĕсенчен 2-шĕ — ачасем валли. Сĕтел çи теннис, шашка, нарды вăййисене юратакансене те хапăл эпир. Хут купăспа калама вĕренес текен ачасен интересĕ те пысăк. Çамрăк талантсем Иван Анатольевич ертсе пыракан «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕн коллективĕпе пĕрлешме хатĕрленеççĕ. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Никита Дружинин, Иван Шурбин-кĕçĕнни, Алексей Борисов та çапла пĕчĕкрен пуçланă, халĕ вĕсем пултарулăх ушкăнĕн тĕп шăнăрĕ тесен те йăнăш мар. Пĕлтĕр шкул пĕтернĕ Виктор Миллинпа Никита Крысов та питĕ маттурччĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăварасшăн: «Шуçăм», «Тускил» хастарĕсене, çавăн пекех ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсене, Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсене, «Туслăх» халăх хорĕн членĕсене те пирĕн культура вучахне хĕмлентерме пулăшса пынăшăн тав тăватăп.

«Тускил» тата хĕрарăмсен «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ округра çеç мар, республика тулашĕнче те кĕтнĕ коллективсем пулса тăчĕç. Иртнĕ çул «Тускилсем» Тутарстанри Петĕр Хусанкай поэт çуралнă ялта Пĕтĕм чăвашсен халăх уявĕнче «Выля, хут купăс» конкурсра, Шупашкарти «Çирĕп пирĕн çунатсем» фестивальте округăн пĕрлештернĕ хорĕ йышĕнче Гран-при çĕнсе илнĕ. I степень лауреат дипломĕсем вара чылай. «Шуçăм» ансамблĕн ĕçĕсем те çавнашкалах кăтартуллă. Хĕрарăмсем кану центрĕнчи мероприятисене йĕркелеме те вăхăт тупаççĕ.

Эпир Елчĕк тата Хăвăлçырма ялĕсенче ирттернĕ ыркăмăллăх концерчĕсене те хутшăнтăмăр. Ял халăхĕпе пĕрле салтаксем валли маскировка сеткисем çыхассипе те, тĕрлĕ кирлĕ хатĕр пухса парассипе те тимлетпĕр.

Культура учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси хамăртан килет. Çавна май пĕлтĕр 12 тỹлевлĕ мероприяти йĕркелерĕмĕр. Пуçтарăннă 27500 тенкĕ укçапа клубра кирлĕ инвентарь туяннă, мероприятисем ирттерме тăкакланă. «Пушкин картти» программăпа усă курса çамрăксем валли мастер-классем ирттерсе 9300 тенкĕ тупăш кĕнине те палăртмалла.

2021 тата 2023 çулсенчи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе Тỹскелти кану центрне «Округри чи лайăх клуб учрежденийĕ» ят пачĕç. Мухтанмалăх пур, çав вăхăтрах яваплăх та. Ĕçре йывăрлăхсем çук мар. Вĕсене хальхи пекех пĕрлĕхре пулсан çĕнтерме те пултарăпăр.

Алина ЕРМОЛАЕВА,
кану центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code