Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Анатолий Сорокин мобилизаципе çар операцине кайма повестка илсен çĕршыв чĕнĕвне ăша хывса тỹрех çар тумĕ тăхăнма васканă.
Ульяновск хулинчи çар чаçĕнче çар ĕçне вĕреннĕ вăхăтра каччă юратнă хĕрĕпе Катюшăпа мăшăрланма та ĕлкĕрнĕ. Кайран отпуска килсен вĕсем ялти чиркỹре венчете тăнă.
Анатолий 1992 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Михаил Анатольевичпа Ирина Николаевна Сорокинсен туслă çемйинче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан çĕршыв умĕнчи тивĕçе Мускав облаçĕнчи пĕр çар чаçĕнче пурнăçланă. Салтак ятне çỹллĕ шайра тытнипе палăрнă вăл, тав хучĕсем те пур. Хальхи вăхăтра çар çыннине çĕнтерỹпе тăван тăрăха таврăнма мăшăрĕпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, Николай шăллĕпе Мария йăмăкĕ куç пек кĕтеççĕ. Тетĕшĕ ятарлă çар операцине хутшăннăранпа шăллĕ ун патĕнче гуманитари пулăшăвĕпе 7 хут та пулнă, 5 хутĕнче вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă. Анчах та Анатолие малти рете янăран, вăхăтлăх командир тивĕçне шаннăран юлашки 2 хутĕнче пĕр тăвансене тĕл пулма май килмен.
Салтаксем çĕр пỹртсенче пурăнаççĕ, çывăрмашкăн хăмапа фанерăран вырăн ăсталаççĕ, ăшăнмашкăн буржуйка кăмакасем пур. Салтаксем пĕлтернĕ тăрăх, унти хĕлле пирĕн тăрăхри ноябрь уйăхĕ пек. Ирпе çумăр çăвать, каçпа шăнтать, каллех ирĕлтерет. Çулла — ăшă. Салтаксем ачасен çырăвĕсем уйрăмах ăшăлăх кỹнине пĕлтереççĕ. Халăх пĕрле пухăнса ярсах тăракан гуманитари пулăшăвĕ вĕсене вăй парать. Маскировка тетелĕсем çулла та, хĕлле те кирлĕ çар çыннисене. Вĕсемпе çĕр пỹртсене, техникăна витме усă кураççĕ.
Тăван тăрăхран кайнă салтаксем туслă. Пĕр-пĕрне тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ вĕсем.
Анатолий тăванĕсемпе çыхăнсах, лăпкă сассипе хăйĕн йăлтах йĕркеллĕ пулнине хыпарласах тăрать.
Н.ГАВРИЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: тетĕшĕпе шăллĕ Украина çĕрĕ çинче тĕл пулнă самант.