Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачасем — пурнăç калчи

Ачасем — пурнăç калчи

2023 çул, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Мирлĕ тỹпе, атте-анне ăшши ачасен мĕн пур ĕмĕчĕ-шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшчăр! Шăпах ачасемпе ĕçлес ĕçе парăннă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен Любовь Маркова.

Любовь Николаевна — чăннипех те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Вĕренỹпе воспитани ĕçне паянхи пурнăç ыйтнă пек çỹллĕ шайра тытса пырать вăл. Вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртỹллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми тăрăшать. Çак ĕçе уроксенче анчах мар, ун тулашĕнче те пурнăçласа пырать вĕрентекен. Кашни ачан лайăх енĕ пур. Учителĕн çав пултарулăха вăхăтра асăрхаса малалла аталантарма пĕлмелле. Çак ĕçе малтанах палăртса хунă йĕрке тăрăх тĕллевлĕн туса пырать Любовь Николаевна. Унсăр пуçне класс тулашĕнче ирттерекен ĕçсене урокра вĕреннипе çыхăнтарса пырать. Ачасене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарнисĕр пуçне класс тулашĕнче нумай ĕçлет вăл. Çак ĕçе пĕрремĕш класранах пуçлать. Чи малтан ачасен ăс-тăн пуянлăхне, тимлĕхне аталантарассипе тимлет. Вĕренекенсене ытларах мăшăррăн, ушкăнпа ĕçлеттерме, вăйăсем выляттарса калаçтарма тăрăшать. Ача мĕн чухлĕ ытларах пуплет, вĕренỹ материалне çавăн чухлĕ лайăхрах, хăвăртрах астуса юлать.

Кĕнеке вулама юратакан, ăна пĕлỹ çăл куçĕ вырăнне хуракан шкул ачи вĕренỹре нихăçан та юлса пымасть. Класс тулашĕнчи мероприятисенче, кружокра ачасен тавра курăмне, ăнланса вулас хăнăхусене аталантарать вĕрентекен. Шкул ачине урок материалне лайăхрах тата çăмăлрах ăнланса илмешкĕн, вĕсен шухăшлавне тĕрĕс çулпа илсе пымашкăн, илнĕ пĕлĕве пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентме вирлĕ ăсталăх кирлĕ. Л.Маркова ачасемпе яланах питĕ тимлĕ, темăна ăнлантарнă чухне кашнин уйрăмлăхне шута илет. Унăн урокĕсем «чĕрĕ» иртеççĕ, ачасене урокра темăна кăна мар, тăван халăхăн йăли-йĕркипе те паллаштарать, лайăх та тĕрĕс калаçма, тăван чĕлхене юратма, хăйсене тытма вĕрентет. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче кирек мĕнле тĕллев лартсан та вĕçне çитерме тăрăшать. Мĕн тунипе кăна çырлахмасть, малалла ăнтăлать. Çавăнпа ачасем ăна питĕ юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕсем хисеплеççĕ.

Ачасемпе кам ытларах ĕçлет, çав ытларах çитĕнỹсем тăвать. Çакна округра пуçламăш классенчи ачасем хушшинче ирттернĕ ăс-хакăл вăййинче те лайăх кăтартса пачĕç Любовь Николаевнăн вĕренекенĕсем. Женя Изратова литература вулавĕпе, Прохор Муравьев чăваш чĕлхипе, Яна Егорова математикăпа çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. София Шадрикова тăван тавралăх предмечĕпе, Саша Андреева вырăс чĕлхипе, Никита Федоров математика предмечĕпе призерсем пулчĕç. Аслă категориллĕ учителĕн вĕренекенĕсем шкул чысне пĕр хутчен мар округ, республика шайĕнче хỹтĕленĕ. Вăл профессионализмлă, пултаруллă, хастар ĕçленине пула вĕренекенсем пысăк кăтартусемпе палăрнă. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче округра çĕнтерсе Шупашкарта 29-мĕш хут иртнĕ ăс-хакăл вăййисенче Любовь Николаевнăн вĕренекенĕ Женя Изратова литература вулавĕпе каллех çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, Прохор Муравьев чăваш чĕлхипе — лауреат.

— Эпĕ пирĕн шкулта пултаруллă, ăслă ачасем вĕреннипе чăннипех мухтанатăп. Вĕсем хушшинче пулас ученăйсем, пысăк класлă специалистсем вĕт, общество аталанăвне витĕм кỹрекенсем, — тет педагог.

Паллах, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн учителĕн ĕçĕ çеç мар, ашшĕ-амăшĕ хавхалантарса пулăшса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача уроксенче мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине, вăл е ку вĕренỹ предметне мĕнле ăнланса вĕренмеллине вĕсемсĕр пуçне никам та пĕлмест. Ачисене лайăх воспитани панăшăн тата вĕсен ăнăçлăхне пысăк тỹпе хывнăшăн ашшĕ-амăшне тав тăвать Любовь Маркова.

Ольга АРТЕМЬЕВА,
кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code