Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Анне савăнăçĕ»

«Анне савăнăçĕ»

Пĕтĕм Раççейри йывăр çынсен кунне кашни çулах ака уйăхĕн 7-мĕшĕпе октябрĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — обществăра амăшĕпе ачалăха упрас хутшăнусем йĕркелесси.

Ача кĕтекен хĕрарăм вăл — наци шанчăкĕ, пирĕн пуласлăх. Хальхи вăхăтра амăшне, ача çуратаслăха, обществăра йăлана кĕнĕ хаклăхсене хỹтĕлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраçсĕ. Пирĕн тĕллев — кашни йывăр çынна ачине алла илме майсем туса парасси. Ку тĕлĕшпе эпир хамăр енчен тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Çак кунсенче, акă, «Анне савăнăçĕ» ятпа пулас амăшĕсене медицина,психологи пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе интенсив-курс йĕркелерĕмĕр. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пĕтĕм Раççейре иртекен «День беременных» акци шайĕнче пулас аннесене вĕрентме, усăллă канашсем пама консультацине йыхравларăмăр.

Медицина специалисчĕсем ача çуралнă тапхăр çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Пĕрремĕш занятие Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Алиса Пупина ирттерчĕ. Вăл хĕрарăмсене ача çуратнă вăхăтра тĕрĕс сывлама, кирлĕ хусканусем тума канаш пачĕ. Тепĕр занятире партнер пулăшăвĕ пирки каласа патăмăр, массаж тумалли тĕрлĕ мелсене пăхса тухрăмăр. Надежда Афанасьева педиатр ачана кăкăра пĕлсе ĕмĕртес тесен мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Çавăн пекех Валентина Лазарева педиатр тухтăр пулас амăшĕсене тин çуралнă ачана тĕрĕс пăхма, шыва кĕртме, массаж тума вĕрентрĕ. Рената Шакова нарколог тухтăр, психотерапевт ирттернĕ семинара хутшăнакансем пурнăçра кирлĕ ыйтусем çине хуравсем тупрĕç.

Пĕтĕм çĕршыври «Çирĕп çемье» форума хутшăнса пирĕн больницăра пулас аннесемпе тĕрлĕ структурăра ĕçлекенсем тĕл пулчĕç, усăллă канашсем пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Ирина СМИРНОВА,
Елчĕкри тĕп больницăри гинеколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code