Ака уйăхĕн 1-30 мĕшĕсенче Елчĕк муниципалитет округĕнчи организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртет. Ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалланă.
Çак тапхăрта округ шайĕнче йĕркелесе ирттермелли тĕрлĕ мероприятисен тулли планне çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче техника хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслесси те çак ыйтупах çыхăннă. Унсăр пуçне, ку чухне ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнасси, вĕсене аттестацилесси çине те ытларах тимлĕх уйăрĕç.