Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçченсен хĕрỹ тапхăр

Ĕçченсен хĕрỹ тапхăр

Çак кунсенче «Труд» хуçалăхра пулса кунти ĕçченсем çурхи ака ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашма тỹр килчĕ. Валерий Германов ертỹçĕ пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Чи малтанах производство кооперативĕн техника паркне чарăнтăмăр. Кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Уй-хире илсе тухма хатĕр тракторсене, акана хутшăнакан агрегатсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă.

— Ыран техника юсавлăхне тĕрĕслекен комисси пирĕн хуçалăхра пулать, çавна май механизаторсем «тимĕр учĕсене» тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, — пĕлтерчĕ Валерий Иванович техника çумĕнче хĕвĕшекен трактористсем çине кăтартса.

Пĕр ушкăна пухăнса ĕçченсем çĕнĕ йышши техникăна сỹтсе явнине сăнама та кăмăллă пулчĕ.

Хуçалăхра техника паркне çĕнетесси çине çулсерен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки вăхăтра «Кировец» трактор, «Акрос» комбайн, çĕнĕ йышши агрегатсем туянни ĕçе ансатлатнипе пĕрлех тухăçа ỹстересси çине витĕм кỹрет.

Паркра пулнă хыççăн эпир тырă аллакан, им-çамлакан ушкăнпа курнăçрăмăр. Кунта пире Эльза Германова ăшшăн кĕтсе илчĕ. Председателĕн мăшăрĕ мĕн пур ĕçе пĕлсе, кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени тỹрех курăнчĕ. Хуçалăхри тĕп агроном вăл, мăшăрĕн çывăх пулăшуçи.

— Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 711 гектар çинче акса хăварма йышăнтăмăр. Ỹсен-тăран культурисенчен ытларах тухăç алла илес тĕллевпе 25 тонна супер элита репродукцири вăрлăх (Раушан урпа) илсе килтĕмĕр, — палăртать Эльза Алексеевна.

Хальхи вăхăт тĕлне çур аки ĕçĕсене пурнăçлама 100 тонна минераллă удобрени, 28 тонна çунтармалли-сĕрмелли материаласем хатĕрленĕ. Уй-хир ĕçне хутшăнакансем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Акана кăçал Владимир Козлов, Юрий Уткин, Геннадий Александров, Констанин Марков, Петр Иванов, Сергей Аверьянов механизаторсем, Алексей Воронов, Венедикт Львов водительсем хутшăнĕç. Вĕсен ĕç опычĕ пысăк, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, ака ĕçĕн ăнăçлăхĕ хăйсен хастарлăхĕнчен килнине лайăх ăнланаççĕ.

— Çăкăр çитĕнтерекенĕн ĕçне хаклани, тăван çĕре юратни, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни пулăшса пырать кулленхи ĕçре. Ертỹçĕ тилхепине алла илсенех чи малтан ĕçе механизацилемеллине, выльăх-чĕрлĕх шутне пысăклатса пырса унран аш-какай, сĕт туса илессине ỹстерсех пымаллине, тыр-пул тухăçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине мала хутăм, — палăртать Валерий Иванович.

Валерий Германов ялта анчах мар, округра, ун тулашĕнче хисеплĕ çынсенчен пĕри. Халăх шанать тата хисеплет ăна. Сумлă ентеш чылай çул Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ пулса тăрăшрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Петр Иванов, Сергей Аверьянов механизаторсем, Валерий Германов
председатель, Валерий Яблонский слесарь, Александр Кириллов водитель

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code