Кăçал округра вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса 82 проекта ĕçе кĕртмелле.
Хальхи тапхăра 78-шĕ пирки лимит палăртнă, вĕсенчен 29-шĕ ялсенчи çулсене юсассипе çыхăннă. «Пуçару бюджечĕпе» килĕшỹллĕн вĕçленĕ объектсем те пур: Ĕнелтен Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă Тỹскеле, Аслă Елчĕкри Первомайская урамĕнчи çырма урлă каçмалли кĕперсене, Елчĕкри тата Каркаларти масар картисене юсанă, Вăрăмхăва ялĕнче Тĕп урама хăтлăлатнă, Çĕнĕ Эйпеçре пĕвене тасатнă.
Чылай ялта «Пуçару бюджечĕ» малалла ĕçлет. Подряд организацийĕсем палăк (Çирĕклĕ Шăхаль) юсассипе, масар картисене (Елчĕк, Чăваш Тăрăмĕ) улăштарассипе, вĕсенче вăхăтлăх çуртсем (Кĕçĕн Таяпа, Турхан) тăвассипе, шыв управĕсем (Ĕнел, Елчĕк, Хăвăлçырма) йĕркелессипе тата ытти ĕçсемпе тимлеççĕ.
А.СМИРНОВА.